Районта - ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2018 15:24 Просмотров: 71

Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче районта Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Сергей Димитриев ĕçлĕ çул çỹревпе пулчĕ.

Ведомство министрĕ чăн малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа курнăçрĕ. Тĕл пулура районти халăха социаллă хỹтлĕх памалли, çынсене ĕçе вырнаçтармалли ыйтусене, çурхи уй-хир ĕçĕсем мĕнле иртсе пынине сỹтсе яврĕç, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçĕпе паллашрĕç.

Ĕçлĕ çул çỹрев малалла Турханти психоневрологи интернатĕнче тăсăлчĕ.

Сывлăх тĕлĕшĕнчен сусăр çынсен ятарлă учрежденийĕ пĕчĕк мар. Паян интернатра пĕрремĕш тата иккĕмĕш ушкăнри 247 инвалид пурăнать. Кунти пациентсем социаллă çăмăллăхпа, медицина пулăшăвĕпе туллин усă кураççĕ. Ведомство министрĕ малтанах учрежденинчи пурнăç, йăла условийĕсемпе, хуçалăх ĕçĕсемпе паллашрĕ. Малалла психоневрологи интернатĕнче районти социаллă учрежденисен ертỹçисем _ Турханти психоневрологи интерначĕн директорĕ Геннадий Афанасьев, районти халă-а ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Марина Матвеева, халăха социаллă хỹтлĕх паракан уйрăм начальникĕ Наталья Никитина, халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр директорĕ Анисия Воробьева - кăçалхи тăватă уйăх кăтартăвĕпе, коллективри ĕç-хĕлпе, малашлăх плансемпе паллаштарчĕç.

Социаллă учрежденисен ертỹçисем хăйсен сăмахĕсенче Раççей Президенчĕн май уйăхĕнчи çĕнĕ указне пурнăçлас тĕллевпе пикенсе ĕçленине, учрежденисен пурлăхпа техника базине лайăхлатса пыма пысăк тимлĕх уйăрнине каларĕç. Ку тĕлĕшпе ведомство министрĕ Сергей Димитриев малашне те районта патшалăхăн социаллă çăмăллăхĕпе çыхăннă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пымаллине палăртрĕ.

А. ЕГОРОВА

 

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Ноябрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2