Пĕрисем илем кỹреççĕ, теприсем сăтăр тăваççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2018 15:25 Просмотров: 66

Районта тавралăха тирпей-илем кỹртес, йывăç лартас енĕпе субботниксем малалла пыраççĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - çуллахи вăхăтра кашни организаци-предприяти, учреждени умне капăр та илĕртỹллĕ тытасси. Сăмах май каласан, ку тĕлĕшпе районта конкурс та йĕркелеççĕ. Чăнах та чылай ĕç коллективĕ тирпей-илем ыйтăвĕпе пикенсе ĕçлет, тăрăшать, кантур умĕсене чечексем лартса илемлетет.

Район центрĕнчи почта çыхăнăвĕ умĕнчи лаптăк та çулсеренех кăтартуллисен йышĕнче. Ĕçченсем кăçал та хăйсен çурчĕн йĕри-таврашĕнчи ỹсен-тăран тĕнчине чылай пуянлатнă, çĕнетнĕ. Анчах та çав вăхăтрах пуçтахсем е кукăр алăсем почта ĕçченĕсен пахчинчи çеçкесене кăларнă та кайнă. Пĕрисем илем кỹнине теприсен сăтăр тума епле хăю çитнĕ-ши?

 

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4