Кирилл Фролов трасса рекордне çĕнетнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2018 15:25 Просмотров: 58

Çак кунсенче Мускав облаçĕнчи Вороново ял тăрăхĕнче хăвăрт утас енĕпе йăлана кĕнĕ "Вороново мили" пысăк ăмăрту иртнĕ. Турнира хăвăрт утма юратакансем кăна мар, профессионал спортсменсем те хутшăннă. 2 миля (3 километр) утса тухнă вĕсем. Çак инçĕшне чи малтан парăнтарса çĕнтерỹçĕ ята тивĕçекенни Юхмапа Пăла тăрăхĕнче _ Треньелĕнче _ çуралса ỹснĕ, хăвăрт утас енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ, Европа чемпионачĕн финалисчĕ, Раççей чемпионачĕн призерĕ Кирилл Фролов пулнă. Финишра пирĕн ентеш тĕнче рекордне çĕнетнĕ: 11 минут та 41 çеккунтра утса тухнă. Анчах... судья кăтартнă хĕрлĕ карточкăна пула çак вăхăт çумне тата 10 çеккунт хушăннă. Пурпĕр Кирилл пъедесталăн пĕрремĕш картлашки çине тăнă.

Ентешĕмĕре пысăк çĕнтерỹпе чун-чĕререн саламлатпăр, малашне те ăмăртусенчи кăтартусене çĕнетсе пыма ăнăçу сунатпăр!

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4