Асран тухмаççĕ паттăрсем

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2018 15:43 Просмотров: 38

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта социаллă пĕлтерĕшлĕ "Патăрьел тăрăхĕнчи геройсем" проект презентацийĕ иртрĕ. Унăн авторĕ - СВ-пресс издательство ушкăнĕн тĕп редакторĕ-директорĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ А. Вражкин.

Проекта пирĕн ентешсене - Совет Союзĕн Геройĕсене, Мухтав орденĕсен кавалерĕсене, Социализмла Ĕç Геройĕсене -халалланă.

Мероприятие уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов иртни нимĕн те манăçманнине палăртрĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн Афганистан, Чечня вăрçисем те историе çырăнса юлнă. Вĕсемпе мăнаçланмалла пирĕн. Çĕнтерĕве çывхартнисен умĕнче парăмра эпир.

Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул директорĕ Н. Андреева хăйĕн сăмахĕнче çамрăк ăру паянхи мирлĕ пурнăçшăн çапăçса пуç хунисене асра тытма кирлине палăртрĕ.

А. Вражкин проектпа мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Вăхăт сисĕнмесĕр иртет-çке. Асăннă проект вара пирĕн ентешсен паттăрлăхне асра хăварма май парать.

Сумлă мероприятие Совет Союзĕн Геройĕ Павел Ефимович Кузнецовăн хĕрĕ, Шупашкарти пĕр шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентекен Альбина Мышкина, Мухтав орденĕсен тулли кавалерĕн Александр Порфирьевич Табаковăн мăнукĕ Лилия Бармакова, Мухтав орденĕсен тулли кавалерĕн Бедертдин Садретдинович Тухфеттуловăн ачисем, мăнукĕсем, ăрăва малалла тăсаканĕсем - Фаргат, Элфис, Рузалия, Гельфие, Эниссе Тухфеттуловсем тата Элфис, Фания Халитовсем, Социализмла Ĕç Геройĕн Матрена Дмитриевна Цветковăн ачисем - Валерий, Александр тата Галина, Социализмла Ĕç Геройĕн Николай Васильевич Каргинăн ачисем - Александрпа Лариса, Мухтав орденĕсен тулли кавалерĕн Порфирий Герасимович Кариковăн мăнукĕ Николай Паймуллов, Социализмла Ĕç Геройĕн Василий Антонович Никитинăн хĕрĕ Любовь Сорокина хутшăнчĕç.

"Патăрьел тăрăхĕнчи геройсем" стенда Р. Селиванов, А. Вражкин, Н. Андреева тата А. Мышкина уçрĕç. "Патриот" клуб воспитанникĕсем, "Атăлçи "Зарница"-2017 çул" çĕнтерỹçисем чечек хучĕç.

Малалла мероприятие хутшăннисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса Патăрьелĕнчи Мухтав монуменчĕ патне йывăçсем лартрĕç

А. АСТРАХАНЦЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2