Пурнăç илемĕ - çемьере

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2018 15:47 Просмотров: 17

 

Пурнăç çулĕпе утмашкăн никама та çăмăл мар. Красномайскинчи Р. Наумова та терт-нушине сахал мар курнă. Вăл 1931 çулхи февралĕн 18-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере унсăр тата 3 хĕрпе 3 ывăл пулнă. 1942 çулхи çуркунне ашшĕ вилни çинчен хут килнĕ. 1926 çулта çуралнă тетĕшĕ Ленинград хулине ирĕке кăларнă чухне пуçне хунă.

- Çав вăхăтсене аса илсен чăтма çук чунăм хурланать. Юрать кунсем хăвăрт, сисĕнмесĕр иртеççĕ. Ачалăхăм савăк пулмарĕ. Ялти шкулта 5 класс вĕрентĕм. "4" тата "5" паллăсемпе çеç пĕлỹ пухрăм. Анчах малалла вĕренме кайма май килмерĕ,- аса илет иртнине Раиса Антиповна.

Вăрçă хыççăн мĕн кăна тỹсмен тата. Çиме çăкăрĕ, çурта хутса ăшăтма вутти пулман. Хирте мĕн чухлĕ çĕрнĕ çĕр улми чавса шыранă. Ăна çуса тасатса пашалу пĕçерсе çинĕ. Выçлăх, тарăху кашни килте пулнă. Паянхи çамрăксемшĕн вăл юмах вырăнĕнче. Нихăçан та каялла ан таврăнтăр терт-асап.

Чунне йăпатса калаçнă çав çулсенче çынсем. Пĕве кĕрсен Раиса кỹршĕри Хветуç аппăшĕпе сурăх пăхма тытăннă. Иккĕшĕ те питĕ ĕçчен пулнă. Çавна май чыса та тивĕçнĕ.

Вăрман касма та тỹр килнĕ Р. Наумовăна. Унта ĕçлесе илнĕ укçапа тумланнă. Амăшĕпе аппăшне те пайсăр хăварман. Шупашкарта çурт-йĕр тунă çĕрте те ĕçленĕ. Ун хыççăн - 1953 çулта - яла таврăнса ачаран пĕрле выляса ỹснĕ каччăпа пĕрлешнĕ. Азарий Иванович та маттур та тавçăруллăскер пулнă. Шкулта "5" паллăсемпе çеç вĕреннĕ. Çар ретĕнче тăнă.

Наумовсем 4 ывăлпа пĕр хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Юрий ял хĕрнех качча илнĕ. Механизаторăн алли ăста, тума пĕлмен ĕçĕ те çук. Мăшăрĕ фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Витя - инженер, Володя - троллейбус водителĕ, Валерий- вертолетчик, Надя - бухгалтер. Хисеплĕ ватăн паян 10 мăнукпа 5 кĕçĕн мăнукĕ çитĕнет.

Кинĕсемпе пĕр сăмахра хунямăшĕ. Çамрăксене те пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма сĕнет. Пурнăç илемĕ çемьере пулнине ăнлантарать.

П. КИРГИЗОВ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3