Çĕнтерỹçĕ - Патăрьелĕнчен

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2018 15:48 Просмотров: 22

Вăрнарта шашкăлла тата шахматла выляса СССР спорт мастерĕн В. Наумовăн призĕсене çĕнсе илессишĕн турнир иртрĕ. Унта чи ăста 25 вылявçă хутшăнчĕ.

Икĕ енлĕ тупăшура пĕрремĕш вырăна шашкăлла выляс енĕпе Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ Патăрьелĕнчи Н. Федоров çĕнсе илчĕ.

Шашкăлла тата шахматла вылякансене уйрăмшарăн та палăртрĕç. Сăкăтри А. Тинюков шахмат вăййинче виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Шашкăлла выляссипе Патăрьелĕнчи Н.Федорова çитекенни пулмарĕ. Мускавран килнĕ тĕнче класлă спорт мастерĕ В. Семенов иккĕмĕш, Тикешри В.Антонов виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Турнирта Р. Сафиуллов ăста тỹре пулнине те палăртса хăварчĕç.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем медальсене, хисеп грамотисене тата парнесене тивĕçрĕç.

Н. НИКОЛАЕВ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3