Йĕпреçрен - медальсемпе

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2018 15:50 Просмотров: 60

Йĕпреçре акватлонпа республика чемпионачĕ иртрĕ. Старта 121 спортсмен тăчĕ. Тупăшăва тухакансен чупмалла тата шывра ишмелле пулчĕ. Чемпионата пирĕн район çамрăкĕсем те хастар хутшăнчĕç. Вĕсем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсенче вĕренеççĕ. Тренировкăсене яш-кĕрĕм ачасемпе çамрăксен "Паттăр" спорт шкулĕн В. Карягин, В. Платонов, С. Рубцова тренерсем патне çỹреççĕ.

Ăмăртусенче П. Хураськина пĕрремĕш, С. Кальметова иккĕмĕш, Е. Красновăпа Н. Мазяков виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Çĕнтерỹçĕсем республикăри физкультурăпа спорт министерствин медалĕсемпе дипломĕсене тивĕçрĕç.

А. ИВАНОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4