Мирлĕ пурнăçшăн, çутă тỹпешĕн...

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2018 15:56 Просмотров: 19

Малалли "Нимĕçсем икĕ колоннăпа çĕкленсе атакăна тухрĕç. Эпир карабинсенчен вĕсене пеме тытăнтăмăр. Пĕрре сивĕпе, тепре шикленнипе çан-çурăм чĕтрет... Пуçа сылтăм еннелле çавăрса хыçалалла пăхрăм. Манăн юлташ, вырăс ачи, тĕршĕнсе выртать.

- Мĕншĕн пеместĕн, - ыйтрăм унтан

- _ Пултараймастăп, - терĕ вăл.

Çамрăк салтаксене фронтра пăшал тытса çынна пеме хăнăхма йывăртарахчĕ".

Çапăçу чылая тăсăлнă. Тăшманпа салтаксен кашни метршăн юн тăкма тивнĕ. Фашистсем хĕвел анăç еннелле майĕпен-майĕпен куçса пынă.

Пĕрремĕш хут аманни

"1943 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче каçхи апат вăхăтĕнче кашни салтака пĕрер буханка çăкăр пачĕç. Урамра пĕр 20 градус сивĕччĕ. Витĕр шăннă çăкăра йытăсем пекех кăшлатпăр. Çисе пĕтерейменнине пуç вĕçне хуратпăр. Çаврăнкаласа выртнă май татах çăкăра чăмлатпăр. Çĕр каçа вăл тăрса та юлмарĕ. Пире çутăличчен пĕр икĕ сехет маларах тăратрĕç те тăшман вырнаçнă енне илсе кайрĕç".

Татах çапăçу пуçланнă. Тăшмансем хăйсен çывăхне пынă, сăртлăрах вырăнта выртакан Юмана питĕ лайăх курнă, пĕр шелсĕр ăна пульăсемпе çунтарма пикеннĕ. Вилĕмрен хăтăлас тесе М. Наташкин çывăхри чул купи патнелле куçать, анчах... Кăкăр тĕлĕнче вĕри-вĕри пулса кайнине туйса илет. Осколка хул айĕнчен кăшт аяларах кăкăр шăммисем патне лекет. Йывăр аманнă ентеше госпитале ăсатаççĕ. Килĕнчисем вара Юман çапăçура вилнĕ текен хыпара илнĕ.

Вутра та çунман, шывра та путман

1943 çулхи май уйăхĕн пуçламăшĕнче Михаил Тимофеевич тепĕр хут строя тăрать. Хальхинче вăл Донецк çывăхĕнчи çапăçусене хутшăнать. Тăшман каялла чакса пынă пулсан та хăйĕн хаярлăхне çухатман-ха. Куллен пирĕн салтаксем пурнăçпа вилĕм хушшинче пурăннă. Çỹлĕрех лаптăкра вырнаçнăран вĕсене пеме те питĕ лайăх пулнă. Сăрт айккипе çĕре чавса танксем лартнă. Нимĕçсен самолечĕсем иртен пуçласа каçчен пирĕн çарсем çине бомбăсем пăрахнă. Юрать-ха катюшăсем пит иртĕнтермен, лăплантарсах тăнă.

"Кун хыççăн кун иртет. Хамăрăн позицие çирĕп тытса тăратпăр. Пĕр кунхине пирĕн ротăна нимĕçсем тытса тăракан çỹллĕ сăрта тапăнма приказ пулчĕ. Хамăр вырнаçнă çĕртен тухса сăрт еннелле хырăмпа шума пуçларăмăр. Пăртак кăна кайнăччĕ, инçех те мар снаряд килсе ỹксе çурăлчĕ. Пĕр çамрăк салтак аманнипе йынăшсах тăрса юлчĕ. Пуçа пăртак та çỹлелле çĕклеме çук, нимĕçсен пулемечĕ шатăртаттарать. Тупăсенчен пеме тытăнчĕç. Çĕр кисренсе чĕтренет. Снарядсем çурăлнă май çурăм çỹлелле çĕкленнĕ пек туйăнать, çавăнпа лăпчăнарах выртма тăрăшатăп.

Сулахай енчен автоматчиксем сăрт çине хăпарма пултарчĕç, анчах тытса илме меслет пулмарĕ. Эпир каялла чакрăмăр". Вăрçă - хăрушă пулăм. Вăл шỹте те ăнланмасть, çамрăкпа ватта та уйăрмасть. Ухмах пуля вара ăçталла тĕллеççĕ, çавăнталла вĕçет. Çавапа ỹкекен курăк пек çынсене çĕр çумне лăпчăтать. Пĕрне ĕмĕрлĕхех куçне хуптарать, теприне йывăр амантать... Михаил Тимофеевича та тăшмансем иккĕмĕш хут амантаççĕ. Хальхинче - ураран. Икĕ салтак унăн суранне çуса бинтпа çыхса яраççĕ. Анчах курасси кунпа кăна вĕçленмен. Нимĕçсен снарячĕ шăхăрса вĕçсе килсе вĕсем выртакан вырăнта çурăлать. М. Наташкин тăнне çухатать.

"Тем вăхăтран тăна кĕнĕ. Кĕлеткен çуррине касса пăрахнă пек туйăнать. Ăн лайăхланнăçем килтисем аса килме пуçларĕç. Аран-аран куçа уçса пăхрăм. Урана çыннăн таткаланса пĕтнĕ какайĕсемпе, шăмми-шаккипе хутăшнă тăпра витсе хунă. Икĕ салтак выртнă çĕрте снаряд çурăлнă шăтăк".

Çамрăка пурăнас, çут тĕнче илемне питĕ курас килни вăй-хăват панă. Хăйне йывăр туйсан та вăл ирĕке тухать те хỹтлĕх валли тарăнах мар шăтăк алтма тытăнать. Тупписем те, миномечĕсем те пĕр чарăнмасăр пенĕ те пенĕ. Йĕри-тавра вилĕм хуçаланнă. Михаил Тимофеевич юн нумай çухатнипе темиçе хутчен те тăнне çухатнă. Тăватă каç аманнă ытти салтаксемпе пĕрле вăл нушаланнă. Вĕсене çăлма пынă пĕр санитара пулăшу паричченех тăшман пульли лекнĕ.

- Июлĕн 21-мĕшĕнче хура çỹçлĕ, çутă сăнлă, вăтам пỹллĕ, хăйне çирĕп тытакан 20 çулсенчи медицина сестри пирĕн пата килчĕ. Ман пата пычĕ те: "Я тебя спасу", _терĕ. Шыв урлă ишсе каçма хăтланса пăхрăмăр, çыран хỹттинчен тухсанах пулеметран переççĕ. Чылай вăхăт тăнă хыççăн тин шыва кĕтĕмĕр. Анчах нумай каяймарăмăр. Пульăсем ман хăлха çумĕпе шăхăрса иртсе кайса медицина сестрине лекрĕç. Эпĕ куç хуралса кайнипе каялла çаврăнтăм. Тăна кĕнĕ чухне çурри шывра, çурри хăйăр çинче выртатăп. Мана çăлассишĕн çап-çамрăк хĕр ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Паян та çакна аса илсен чунра пĕçерсе каять," - тет Юман тете.

М. Наташкинăн пирĕштийĕ çумĕнчех çỹренĕ-тĕр, ăна икĕ салтак шыв урлă каçма пулăшать, унтан вăл госпитале лекет. Кунта чылай сипленнĕ хыççăн ăна тăван ялне сывалма яраççĕ.

1944 çулхи ноябрь уйăхĕнче Михаил Тимофеевич виççĕмĕш хут вăрçа каять. Малтанласа вăл аллине пăшал тытсах çапăçать, анчах уксахланă пирки ăна урăх бригадăна куçараççĕ. Кунта вара вăл фашистсем çĕмĕрсе хăварнă кĕперсене юсанă çĕре хутшăнать тата хĕç-пăшал мастерĕ пулса çар чаçĕсенче пемелли хатĕрсене тĕрĕслесе çỹрет. 1945 çулхи сентябрь уйăхĕнче килне отпуска таврăнать, вăрçă пĕтнĕ май ăна урăх çар ретне илмен.

М. Наташкин ялта та пушă тăмасть. Вăл ыттисемпе пĕрле хавшанă колхоза аталантарассишĕн тăрăшать, вăкăрсемпе ака-суха тăвать. Чылай çул Çĕнĕ Ахпỹрт, Кивĕ Ахпỹрт сельсовечĕсенче секретарьте, председательте, Патăрьелĕнчи перекет банкĕн Туçари филиалĕнче пенсие кайичченех ĕçлет. Мăшăрĕпе икĕ ывăлпа виçĕ хĕр пăхса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă.

О. ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3