Пулас салтака пил панă, телейлĕ çул суннă

Категория: Публикации Опубликовано: 04.11.2018 11:57 Просмотров: 83

ПĂЛАПУÇ ПАШЬЕЛСЕМ асатте-асаннерен юлнă ырă йăла-йĕркепе паянхи кун та тухăçлă усă кураççĕ. Вĕсенчен пĕри - Тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме кайма ят тухнă çамрăка йышпа салтака ăсатни. Çулталăкне икĕ хутчен _ çуркуннехи тата кĕркуннехи призывсенче - çар ретне тăма хатĕрленекен каччăсем валли ял клубĕнче ятарлă программа хатĕрлеççĕ.

Хальхинче çак чыса Анатолий Чебоксаров тивĕçнĕ. Культура çуртĕнче йĕркеленĕ ăсату каçне призывникăн тăванĕсемпе пĕрлех унăн çывăх тус-юлташĕ, ял-йыш пуçтарăннă. Мероприятире аслă çулхи çынсем пулас салтака сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе килме пил панă, çамрăксемпе ялти агитбригада членĕсем Е. Иванова клуб заведующийĕ ертсе пынипе тĕрлĕ конкурс-вăйăра савăннă, çарпа патриотла темăпа çырнă юрăсене шăрантарса хавхалантарнă. Хальхи призывра ял-йыш тăватă каччăна çакăн пек чыслăн салтака ăсатма хатĕрленет. Анатолие ял тăрăх пуçлăхĕ В. Никитин, çар ыйтăвĕпе ĕçлекен инспектор М. Кузьмичева салтак ятне çỹлте тытма, Тăван çĕр-шыва тивĕçлипе хỹтĕлесе таврăнма ырă суннă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Январь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3