Хут купăса тусан витмен-ха!

Категория: Публикации Опубликовано: 04.11.2018 11:59 Просмотров: 30

ПАЯН сцена çинче янăракан музыка инструменчĕсенчен хут купăс аякран аякка юлса пырать пулин те, унăн илемлĕ сассине, килĕшỹллĕ кĕвĕ-çемĕне хисеплекенсем йышлă-ха. Çакна Каçал тăрăхĕнчи Урмаелти централизациленĕ клуб системинче регионсем хушшинчи "Выля, хуткупăс!" фестиваль-конкурс та çирĕплетнĕ. Купăсçăсен сцени çинчи ăмăртăвне кỹршĕ районсемсĕр пуçне Шупашкар, Йошкар-Ола, Хусан хулисенчен, Чĕмпĕр облаçĕнчен те ăста специалистсем хутшăннă. Фестивальте Шăнкăртамри культура çурчĕн хастарĕсем Миндания Якушевăпа Элфис Хисамутдинов та хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Купăсçăсем фестивалĕн пĕрремĕш тата иккĕмĕш степеньлĕ лауреачĕсем пулса таврăннă. Сăмах май каласан, вĕсем районта иртекен мероприятисенчен те айккинче юлмаççĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Ноябрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2