Районта - Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе власть органĕсен ытти представителĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 04.11.2018 12:01 Просмотров: 28

Ĕнер пирĕн районта ЧР Патшалăх Канашĕн бюджет, финанс тата налук комитечĕн вырăна тухса йĕркеленĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн ĕçĕсене пурнăçлакан _ ЧР Патшалăх Канашĕн бюджет, финанс тата налук комитечĕн председателĕ Альбина Егорова, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен пысăк ушкăнĕ, ĕç тăвакан власть органĕсен яваплă çыннисем, ЧР Патшалăх Канашĕн Аппарат сотрудни- кĕсем, районсенчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ертỹçисемпе представителĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕн ертỹçисем, ял тăрăх пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн бюджет, финанс тата налук комитечĕн ларăвĕ пуçланиччен мероприятие хутшăннисем Ыхра Çырминче юсав ĕçĕсем ирттернĕ шкул çурчĕпе, Патăрьел ял тăрăхĕн-че инфраструктурăна аталантарас тĕлĕшпе пурнăçланă объектсемпе, Туçа ял тăрăхĕнчи нумай функциллĕ культурăпа спорт комплексĕпе паллашрĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн бюджет, финанс, налук комитечĕн вырăна тухса йĕркеленĕ ларăвĕнче бюджет, обществăлла инфрастуктурăна аталантарас тата ытти ыйтусене хускатрĕç, чылай ведомство представителĕ тухса каларĕ. Лару ĕçĕпе тĕплĕнрех çитес номерте паллаштарăпăр.

А. НИКОЛАЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Ноябрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2