Тĕп тĕллев - халăх ырлăхĕшĕн тăрăшасси

Категория: Публикации Опубликовано: 04.11.2018 12:05 Просмотров: 28

Районти 19 ял тăрăхĕнчен кашниех территорийĕпе те, халăх йышĕпе те, инфраструктура аталанăвĕпе те тĕрлĕрен. Çавăнпа та поселени пуçлăхĕсем уйăхсерен вырăна тухса йĕркелекен канашлун тĕп тĕллевĕ - ĕçтешсен опычĕпе, вырăнти çĕнĕлĕхсемпе, ял халăхĕн ырлăхĕшĕн пурнăçлакан çĕнĕ объектсемпе, малашлăх плансемпе паллашасси. Хальхинче район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова ертсе пыракан ушкăна Пикшик ял тăрăх пуçлăхĕ Эмир Алимов кĕтсе илчĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе вырăна тухса ирттерекен канашлу ял тăрăхĕнчи социаллă-культурăллă объектсемпе паллашнинчен пуçланчĕ.

Поселени пуçлăхĕсем чăн малтанах Тикешре пысăк юсав ĕçĕсем пыракан культура çуртĕнче пулчĕç. Рустам Ямалетдинов уйрăм предпринимателĕн строителĕсем ял клубĕнчи ĕçсене вăраха ямасăр вĕçлесшĕн. 1967 çулта хута янă культура вучахне ятарлă программăпа тĕпрен юсама 2 миллион ытла укçа-тенкĕ каять. Сăмах май каласан, кăçал Ишлĕре çĕнĕ клуб тăваççĕ, сакăр ялтине юсаса çĕнетес, Алманчăри культура учрежденине модернизацилес ĕç пырать. Строительство платформи пĕчĕк мар.

Ултă ялтан тăракан, виçĕ пине яхăн çын пурăнакан Пикшик ял тăрăхĕнче социаллă-культурăллă объектсем сахал мар: Хирти Пикшикри вăтам шкул, Еншикри шкул-ача сачĕ, виçĕ ФАП, врач амбулаторийĕ, фельдшер пункчĕ, почта уйрăмĕ, 5 культура çурчĕ, 2 библиотека, мăсăльман прихучĕсем тата ытти те. Поселени территорийĕнчех халăхран сĕт пухакан "Молвест" общество, 17 фермер хуçалăхĕ, 15 магазин вырăнти халăхăн ыйтăвне тивĕçтерессипе тимлет. Çак тăрăхра пурăнакансем, хăйсен сывлăхне спортпа çыхăнтарнисем хĕлле Кĕçĕн Арапуç ялĕ вĕçĕнче çутă йĕркеленĕрен каçхине те йĕлтĕр çине тăма пултараççĕ. Çак площадкăра пĕлтĕр сахал мар ăмăрту та ирттерчĕç, çынсем çемьепе кунта ярăнма çỹрени те кăмăллă.

Ял тăрăх администрацийĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - вырăнти палăксене пăхса, вĕсене тирпейлесе, çĕнетсе тăрасси, пушар хуралĕн ĕçне кирлĕ пек йĕркелесси те. Ку тĕлĕшпе Пикшик ял тăрăхĕнче ĕçе начар мар йĕркелени сисĕнчĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăксене юсасах тăраççĕ, 2017 çулта республика программипе, пуçару бюджечĕпе туса лартнă пушар деповĕнче те условисем начар мар. Усалтан Турă сыхлатăр та, вут-кăварпа пулакан инкеке парăнтарма техника хатĕр, водителĕ пур.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ертỹçисем Хирти Пикшикри вăтам шкул, культура çурчĕн ĕçĕсемпе, малашлăх планĕсемпе паллашнă, çурхи шыв-шур тапхăрĕнче тăтăшах шар куракан Тикешри Пионерсен урамĕнчи пăтăрмаха пĕтермелли майсене палăртнă хыççăн канашлăвăн практика пайне пĕтĕмлетрĕç, ял пуçлăхĕсемпе кулленхи çивĕч ыйтусене сỹтсе яврĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Леонид Кузнецов районта "Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсемпе тивĕçтересси çинчен" калакан саккуна мĕнле пурнăçласа пыни, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ строительство, обществăлла ифраструктура аталанăвĕн пай пуçлăхĕ Равиль Ямалетдинов республикăра коммуналлă хытă каяшсене тирпейлемелли çĕнĕ йĕрке ĕçлеме пуçланипе çыхăннă темăсене хускатрĕç, ял пуçлăхĕсене кăсăклантаракан ыйтусене хуравларĕç.

- Ял мĕнле аталанса пырасси, муниципалитет тĕрекĕ вырăнта ĕçе мĕнле йĕркеленинчен, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçленинчен, май пур таран бюджета пуянлатнинчен килет. Паллах, ял тăрăх пуçлăхĕн пуçарулăхĕ, çаврăнăçулăхĕ те пĕлтерĕшлĕ,- терĕ Светлана Чернова канашлăва пĕтĕмлетнĕ май.

А. ЕГОРОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Ноябрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2