Тăван киле çар тумĕпе кĕтетпĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 04.11.2018 12:06 Просмотров: 23

Ывăл ача çуралсан тỹрех ашшĕ-амăшĕ салтака юрăхлă пултăр тет. Урăхла каласан, сывлăхлă ỹссе çитĕнтĕр тениех ĕнтĕ çакă. Тĕреклĕ, кĕрнеклĕскер вара çул çитсен çĕршыва сыхлама тăрать, çара каять. Шăпах çакнашкаллисене чыслас тĕллевпе йĕркелерĕç Призывник кунне Патăрьелĕн- чи пĕрремĕш вăтам шкулта.

Çар ретне тăма хатĕрленнĕ çамрăкăн пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланать. Çавна май каччăсене ырă çул сунса район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Г. Каллин, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Е. Семенов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, Турă Амăшĕн "Державная" иконĕ ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ А. Синяков иерей, Чăваш Республикинчи мăсăльман тĕн управленийĕн председателĕ, Чăваш Енри Обществăлла палата членĕ Мансур хазрат Хайбуллов, обществăлла организацисен представителĕсем, ашшĕ- амăшĕ ячĕпе А. Прохорова сăмах каларĕç.

Çĕршыва сыхласси Раççей Федерацийĕн кашни гражданинĕн тивĕçĕ. Çамрăксем хушма çар специальноçĕ те илеççĕ. Пĕтĕм Раççейри Призывник кунне пирĕн çĕршывра 1992 çултанпа паллă тăваççĕ. Çитĕнекен ăру патне тимлĕх уйăрни те çакă. Пиччĕшĕсене çĕршыв хуралне чысласа ăсатакан мероприятие шкулти кадет класĕсенче вĕренекенсем те хутшăнчĕç.

Тĕрлĕ çар службинче тăнă ветерансем призывниксене çĕршыв хỹтĕлевçин тивĕçне чыслăн пурнăçлама ырă сунчĕç. Вĕсен калаçăвне итлеме кăмăллă пулчĕ.

Призывниксене асăнмалăх парнесем пачĕç, ăшă сăмахсем нумай каларĕç. Шкулта вĕренекенсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Çурхи призыв вăхăтĕнче Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариатĕнчен 59 çамрăка çар ретне ăсатнă. Кĕрхипе вара 100 ытла каччă салтак тумĕ тăхăнĕ. Вăл шутран 95-шĕ - пирĕн районтан.

Çĕршыва хỹтĕлесси - чи сăваплă тивĕç. Ăна чыслăн пурнăçлама тăрăшăрах. Эпир вара сире килте кĕтетпĕр.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Ноябрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2