Проектсемпе паллашрĕç, делегатсем суйларĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 04.11.2018 12:07 Просмотров: 24

Октябрĕн 30-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" партин районти вырăнти уйрăмĕн ХХVI конференцийĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ, "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Рудольф Селиванов, регионти ĕç тăвакан комитет ертỹçи Дмитрий Шепелев, предприяти-организаци, учреждени ертỹçисем, АПК работникĕсем тата ытти сфера ĕçченĕсем те хутшăнчĕç.

Маларах "Единая Россия" партин районти пуçламăш организацийĕсенче пухусем иртрĕç, унта вĕсем шăпах конференци делегачĕсене суйларĕç. Хальхи вăхăтра партин районти тытăмĕнче 1200 ытла член шутланать.

Конференцие хутшăннисем чăн малтанах районта парти проекчĕсем мĕнле пурнăçа кĕрсе пыни пирки Рудольф Селивановăн пĕлтерĕвне итлерĕç.

Çавăн пекех "Единая Россия" партин районти политканаш членĕ пулма Алевтина Кудановăпа Петр Ларева, партин регионти уйрăмĕн ХХVII конференцине хутшăнма делегата Петр Ларевпа Рефис Чабатова суйларĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Ноябрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2