Халăхпа куçа-куçăн

Категория: Публикации Опубликовано: 04.11.2018 12:09 Просмотров: 20

Районта страховани фончĕн кунĕ иртрĕ. Çакнашкал мероприятие виççĕмĕш çул тухса йĕркелеççĕ. Малтанах фонд представителĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе -финанс пайĕн начальникĕпе С. Черновăпа тĕл пулчĕç. Калаçу халăха социаллă страховани парас ĕç мĕнле пыни, страховательсене хỹтĕлемелли, ĕç сыхлавĕн законодательство акчĕсене пурнăçлани тата ытти çинчен пычĕ.

Ун хыççăн районти тĕп больница базинче медицина ĕçченĕсемпе семинар иртрĕ. Пациентсен ĕçлеме пултарайман тапхăрне электронлă мелпе çирĕплетмелли йĕркене пăхса тухрĕç.

Федераллă налук службин районсем хушшинчи иккĕмĕш номерлĕ инспекцийĕнче ĕç паракансемпе семинар-канашлу иртрĕ. Унта страхланă граждансен ĕç сыхлавĕ, производствăра сусăрланасран асăрханас пирки тата професси чирĕсемшĕн страховани фондĕнчен тỹлес ыйтусене хускатнă.

Районти централизациленĕ библиотекăри "çавра сĕтел" хушшинчи калаçăва вара сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак енлĕ обществăлла организацисен представителĕсем, ачасен амăшĕсем, сусăрсем, районти социаллă хỹтлĕх центрĕн, социаллă хỹтлĕх пайĕн, пенси фончĕн управленийĕн специалисчĕсем, районти тĕп больница педиатрĕ хутшăнчĕç.

Семинарта Фонд специалисчĕсем страховани взносĕсене вăхăтра тỹлемеллине аса илтерчĕç. Ача амăшĕсене паракан пособисен индексацийĕ пирки чарăнса тăчĕç. 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăхăтлăх ĕçлеме пултарайман тапхăршăн, декретлă отпускшăн, ача çуратнăшăн тата ачапа ларнă вăхăтшăн ĕç паракан мар, социаллă страховани фончĕ тỹлет.

Социаллă страховани фончĕ обществăлла организацисемпе тачă çыхăнура ĕçлет.

Социаллă страховани кунĕнче вырăна тухса ирттернĕ ларура 14 парăмçа итленĕ. Вĕсем 226 пин тенкĕ тỹлесе татман пулнă. Калаçу хыççăн улттăшĕнчен 65 пин тенкĕ ытларах кĕнĕ. Ыттисем çывăх вăхăтра парăмпа татăлма пулаççĕ-мĕн.

Юлашкинчен социаллă страховани фончĕн специалисчĕсем граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Ноябрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2