Савăнăç шкулĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 04.11.2018 12:12 Просмотров: 20

Çакнашкал номинацие тивĕçнĕччĕ Кзыл Камышри шкул-сад коллективĕ çĕнĕ вĕренỹ çулне кĕтсе илме хатĕрленнине тишкерсе хак паракан смотрта. Чăнах та, кĕрхи кун та илемлĕ кунта. Шкул умĕнче чечек çеçкисем сỹнмен-ха. Теплицăра помидорсем паян та хĕрелеççĕ. Хура пилеш турачĕсем кĕр çимĕçĕпе авăннă...

Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă, теççĕ. Кунта ĕçлекенсем пĕрин хыççăн тепри иртнĕ вĕренỹ çулĕнче тунă çитĕнỹсемпе паллаштарма пуçларĕç. Шкул-сад çĕнĕ вĕренỹ çулне çулленех тăрăшса хатĕрленнĕрен районта малти вырăнсене йышăнать-мĕн. Республикăри конкурссене районти тупăшусенчен ытларах та хутшăнаççĕ. Тутар чĕлхипе ирттернинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. "Чĕрĕ сăмах" конкурсра иккĕмĕшне тухнă. "Эткер" йĕркеленĕ тупăшуран И. Масяева виççĕмĕш вырăнпа таврăннă. "Шăнкăрч вĕлли" конкурсра та çĕнтерỹçĕ пулнă çак шкул-садра вĕренекенсем. Республикăри тутар хĕрарăмĕсен обществи йĕркеленĕ "Дочки-матери", "Симĕс планета", предметсемпе онлайн-олимпиадăсенче малта çитĕнекен ăру.

"Пурăнас тесех пурăнатпăр",- тет коллектив. 4 педагогран иккĕшĕ аслă, иккĕшĕ пĕрремĕш категориллĕ специалистсем. Пурте аслă пĕлỹллĕ. Пуçламăш классене вĕрентекен Г. Масяева шкул çулне çитмен ачасем патĕнче музыкăна та ертсе пырать. Гульнара Максутовнăн педагогикăри ĕç стажĕ 28 çула çитнĕ. Л. Басыровапа Г. Мухаметнурован та виçĕ теçеткене яхăн. Ачасене вĕсем федерацин патшалăх вĕрентỹ стандарчĕпе килĕшỹллĕн хăйсем тĕллĕн аталанма хăнăхтарса пыраççĕ. Классенче компьютерсем, мультимедиа проекторсем пур. Стендсене кăтартуллă йĕркеленĕ. Ахальтен мар пуçламăш классен кабинечĕсем икĕ вĕренỹ çулĕ умлă-хыçлах районти смотрта малти вырăнсене йышăнчĕç.

Шкул коллективĕ вĕренекенсен ашшă-амăшĕпе тачă çыхăнура. Пĕрлехи мероприятисем сахал мар ирттереççĕ. Походсене тухса çỹреççĕ. Çак кунсенче "Кĕрхи бал" йĕркелерĕç. Аваллăх манăçа ан тухтăр тесе шкул музейне пуянлатсах пыраççĕ. Тивĕçлĕ канури Р. Мардеев майор килмессерен экспонатсем парнелесе хăварать.

- Аслисен пулăшăвне туятпăрах. "Рэмис" пĕрлешỹ (ертỹçи М. Юсупов) икĕ теплица лартса пачĕ. Унта пахча-çимĕç çитĕнтеретпĕр. Сăмах май çакна та палăртмалла. Çĕр лаптăкĕ пысăк пирĕн. Унта хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, кишĕр, купăста...ỹс- теретпĕр. Панулми йывăççисем нумай. Вĕсем те çимĕç параççĕ. Хăрнисене улăштарса пыратпăр. Çĕнĕ хунавсем тымар ярасса шанатпăрах,- тет шкул-сад ертỹçи А. Салихов.

Аслисен вăйĕпе стадион, ача-пăча плошадки хăтлăланни, тротуар сарăнни кама савăнтармĕ-ха. Ырă ĕçсен çулталăкĕнче ырă туни нумайлăха асра юлĕ. Пуçламăш классене çỹрекенсене икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ.

- Пĕр килти пек туслă пурăнатпăр. Тутар шкулĕ пулсан та эрнере пĕрер сехет чăвашла вĕренеççĕ ачасем. Акăлчан чĕлхипе те пуçламăш классенченех занятисем пыраççĕ,- тет С. Елагина вĕрентекен.- Демографи лару-тăрăвĕ япăхраххи çеç пăшăрхантарать. Кăçал ялта пĕр ача çеç çуралнă.

Урок хыççăнхи занятисем те пур шкулта. Шахматла выляс енĕпе вăхăтĕнче темиçе хутчен те район, республика чемпионĕ пулнă Р. Якупов кăмăлтан ачасене çак вăййăн вăрттăнлăхĕсене хăнăхтарать.

Канмалли кун ачасем вырсарни шкулне çỹреççĕ. Çуллахи вăхăтра мечĕт çумĕнче кану лагерĕ ĕçлет. Унта араб чĕлхи вĕренеççĕ.

Кăçалхи вĕренỹ çулĕнчен шкул-садра ашшĕсен канашне йĕркеленĕ. Малашлăхра вăл та воспитани парас ĕçре витĕмлĕ пулăшу парасса шанаççех.

А. АСТРАХАНЦЕВА

ХАКЛАВ С. ЮНУСОВА, шкулта ĕçлекен:

- Çитĕнекен ăру ăнăçлă вĕренсе пырать кунта. Йышĕ сахалраххи çеç пăшăрхантарать. Кашнийĕшĕнпе уйрăмшарăн тенĕ пек ĕçлеççĕ. Çавăнпа çитĕнĕвĕсем те курăмлă. Коллектив ачасемшĕн чунне пама хатĕр. Халăх йăла-йĕрки те малалла тăсăлать вĕсенче.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Ноябрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2