Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 09.11.2018 17:48 Просмотров: 49

1953 çулхи ноябрĕн 10-мĕ- шĕнче Аслă Чементе Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ артистки, Чăваш Республикин халăх артистки Елена Николаевна Галкина юрăç çуралнă. Вăл Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищин вокал уйрăмне пĕтернĕ. 1975 çултанпа _ хор артистки, 1993 çултанпа _ Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солистки. В. Андре- евăн "Эх, юрату..." музыкăлла комединчи пĕрремĕш роль ăна çитĕнỹпе савăнтарнă. В. Куз- нецован "Эсĕ манăн çăкăр" оперинче Катька партине пĕрремĕш хут оркестрпа юрланă. 1998-2004 çулсенче "Классика" муниципаллă юрă капеллинче ĕçленĕ. Е. Галкина тĕп партисенчен Ольга (П. Чайковскин "Евгений Онегин"), Зибель (Ш. Гунон "Фауст"), Чакак (Ф. Васильевăн "Шывармань") тата ытти сăнарсене те калăпланă. (

"Çулталăк кĕнекинчен")

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Январь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3