Ăнăçу никĕсĕ - тăрăшулăх тата ăсталăх

Категория: Публикации Опубликовано: 09.11.2018 17:49 Просмотров: 24

"Восток" колхоз саланма пуçлани Татмăшри А. Солдатова татăклă утăм тума хистенĕ. Хуçалăхра инженерта тăрăшнă арçын 1996 çулта çĕрпе вăй хума пуçланă: виçĕ гектарта пахча çимĕç ỹстерме пикеннĕ. Ялта вăл çак çăмăл мар лава туртма пуçланисенчен малтанхисенчен пĕри пулнă. Çĕнĕлĕх пурне те хăратать, çавна май Александр Аркадьевич Вăтаелĕнчи Варсанофий Сорокинпа канашласа ĕçленĕ. Паян опычĕ хăйĕн те çителĕклех. Халĕ унăн 30 гектар ытла çĕр. Пусă çаврăнăшне пăхăнма тĕрлĕ культура çитĕнтерет. Кăçал та кишĕр, сухан, сухан вăрлăхĕ, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, тырă акнă. Вĕсене хĕл каçарма хăйсем тунă управсене хунă. 20 тонна сухана хиртен илсе килсенех сутса янă.

Пысăк лаптăкра алă вăйĕпе пурне те пурнăçлаймастăн, çавăнпа техникăсăр май çук. Фермерăн маларах кивĕ "Беларусь" тата Т-25, Т-16 маркăллă тракторсем пулнă. Вăл вĕсемпе хăйех сухаланă, акнă, йăран çырнă, çум курăкран ятарлă арегатпа гербицид сапнă. Инженер пулнă май кăкарса çỹремелли хăш-пĕр хатĕре хăйех тăвать: сухана, вăрлăх сухана алласа тасатакан барабана ăсталанă. "Хурçă утсене" юсамалла чухне те çынна йăлăнмасть.

- Ĕçе ытларах механизацилеме тăрăшмалла. Кăçал фермерсене паракан гранта çĕнсе илтĕмĕр, патшалăх панă укçапа "Агромашснаб" пĕрлешỹ урлă МТЗ-82 маркăллă трактор туянтăмăр. Кивĕ техникăпа малалла каяймастăн. Пахча çимĕçпе ытларах ĕçлеме планланăран кишĕре, хĕрлĕ чĕкĕре тата сухана кăларса пухаканни (овощекопалка) валли укçа куçартăмăр. Вăл çывăх вăхăтра килмелле. Малашлăхра тата çак культурăсен çулçисене татакан агрегат та кирлĕ тесе шухăшлатăп- тет фермер. Хальлĕхе вара А. Солдатов пахча çимĕçе пухса кĕртнĕ чухне ялти çынсенчен пулăшу ыйтать. Александр Аркадьевич хăй те, мăшăрĕ те, ачисем те пуринпе те пĕрле тăрса ĕçлеççĕ.

Арçын ача пуртă аври çỹллĕш пулсан ашшĕне пулăшмалла, теççĕ. Солдатовсен Ярослав ывăлĕ ялан тенĕ пекех ашшĕпе юнашар. Фермер йăха тăсакана техника вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшать, çĕрпе вăй хума хăнăхтарать. Александр Аркадьевич хăй пуçланă ĕçе ачи малалла тăсасса шанса тăрать.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Ноябрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2