Çĕр-анне ытамĕнче ытарми хитре тĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 09.11.2018, 18:00 Просмотров: 309

Хирсем пушă выртни, вĕсенче çум курăк çитĕнни чылай çыннăн чунне ыраттарать. "РЭМИСС" пĕрлешĕвĕн директорĕ М. Юсупов та Кзыл Камышри уйсем вăрмана çаврăнма пуçланишĕн чĕререн пăшăрханнă. Пулăхлă тăпрана сая ярас килмен унăн, çавăнпа тăрăшсах 2016 çулта "Кзыл Камыш" агрофирма йĕркеленĕ. Унăн управляющийĕ пулма "Байрак" колхозра чылай çул вăй хунă, агроном профессине алла илнĕ Г. Неуметова шаннă. Паян вара кунти лару-тăру савăнтарать. Хуçалăх çĕр ĕçĕпе вăй хунисĕр пуçне выльăх-чĕрлĕх отрасльне те аталантарма тăрăшать. Хальлĕхе лашасем тытаççĕ, малашлăхри тĕллевсем тата пысăк.

- Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме пуçласан уйсенче ỹсме пуçланă йывăçсене кăклама тиврĕ: 200 гектар тасатрăмăр. Эпир тахçантанпах пурте пĕлекен "виçĕ хир" мелпе ĕçлетпĕр. Пĕринче пĕрчĕллĕ культура акатпăр, тепринче -нумай çул ỹсекен курăк, виççĕмĕшĕнче - хура пусă. Тин çеç ĕçлеме пуçланăран алă-ура çавăрса яма çăмăлах мар, çавăнпа минераллă удобренисемпе усă курсах каймастпăр. Апла пулин те кăçал пĕрчĕллĕ культурăсен тухăçĕ пĕр гектартан вăтамран 30 центнер ытла тухрĕ. Пирĕн тăрăхра начар çĕр çук, ĕçлеме пĕлмен хуçасем çеç нумай. Чирлĕ çынна сыватма, çум ăшне путнă хире те тасатма пулать, - терĕ агрофирмăн пурнăçĕпе паллаштарса Гаяз Альбертович.

Тухăç еплерех пуласси вăрлăхран нумай килнине çирĕплетеççĕ агрономсем. Хуçалăхра çакна шута илсе пахалăхлисемпе кăна усă кураççĕ. Вĕсене районти "Малалла", "Красное знамя" хуçалăхсенчен туяннă. Элита вăрлăха аксан кĕлет те тулать, çавăн пекех патшалăх та субсиди уйăрать.

Хирте ĕçлеме икĕ трактор- МТЗ-1221 тата МТЗ-89 - пур. Ĕççи вăхăтĕнче кирлĕ ытти техникăна арендăна илеççĕ.

Саланнă хуçалăх никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ агрофирмăна вăй илсе кайма çăмăлах мар, анчах тăрăшсан тăва та çавăрса хума пулать. Правлени вырнаçнă территоринче унччен складсем, арман пулнă, вĕсем вăхăт иртнĕ май çĕрĕшнĕ, чалăшнă. "Çакăнта вăрçă пулнă пекех туйăнатчĕ", - тет Г. Неуметов иртнине аса илсе. Кивĕ объектсене пăсса йăлтах çĕнĕрен тунă. Лаша витине, тырă управне кăçал хута янă. Сăмах май, хранилищĕне вырма пуçлансан, çĕнĕ тухăç йĕтемме кĕме пикенсен хăпартса пĕтернĕ. Черетре - сурăх ферми. Йĕпреçрен килнĕ строительсем шăпах ăна çĕклеççĕ. Çуркунне кунта сурăхсен "кутумски" ăратне ĕрчетме палăртаççĕ. Унăн виçи 70-100 килограмм таран çитет иккен. Хальлĕхе выльăхсенчен лашасем пур. Вĕсем 40 пуç ытла. Йыша тата ỹстерсе 100 пуçа çитересшĕн. Урхамахсене хĕл каçарма утă-улăм çителĕклĕ хатĕрленĕ.

- Агрофирмăра 11 çын вăй хурать. Ĕçсене пĕчĕк йышпах туса пыратпăр. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе тăрăшатпăр. "Ку - манăн, ку санăн ĕç", тесе калакансем çук. Хăш-пĕр чухне эпĕ хушасса та кĕтсе тăмаççĕ, çакă савăнтарать. Шалу вăтамран 18-20 пин тенкĕпе танлашать. Хуçалăх арендăна панă пĕр пайшăн 5 центнер утăпа 3 центнер тырă парать, - тет Г. Неуметов.

"Кзыл Камыш" агрофирма ыр кăмăллăх ĕçĕсемпе те палăрнине каламасăр иртсе кайма çук. Кзыл Камышри тата Шăнкăртамри сахал тупăшлă çемьесене, ватă çынсене, сусăрсене тỹлевсĕр тырă валеçет. Хĕлле ял-йыш валли конькипе ярăнма каток, тăвайкки тăвать. Çитес çул масар территорине хăтлăх кĕртме пулăшасшăн. Шкулпа та тачă çыхăну тытать.

Ырă туни ырăпах таврăнать, çавăнпах агрофирмăн ĕçĕсем те ăнса пыраççĕ, малашлăха ĕмĕтпе пăхма пулăшаççĕ. Хуçалăх вăкăрсем ĕрчетме, туса илнĕ аш-какая вырăнта тирпейлемелли цех уçма тĕллев лартнă. Тупăш ытларах кĕртме çĕнĕлĕхсем шыраççĕ, вĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика