Уявра савăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 09.11.2018 18:11 Просмотров: 18

Ноябрĕн 2-мĕшĕнче республикăра ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсем хăйсен професси уявне паллă тунă.

Хăнасене "Шупашкар-Арена" пăр керменĕ илемлĕ юрă-кĕвĕпе кĕтсе илнĕ. Уява ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов уçнă. Çĕр ĕçченĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесовпа Николай Малов тата ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Альбина Егорова саламланă.

Сергей Артамонов министр отрасльти çитĕнỹсемпе, малашлăхри тĕллевсемпе паллаштарнă. Раççейре кăçал тыр-пул 113 млн тонна пухса кĕртнĕ, çакă пĕлтĕрхинчен чылай сахалтарах. Чăваш Енре вара 628 пин тонна пуçтарса илнĕ, иртнĕ çул кăтарту 650 пин тонна пулнă. Пĕрчĕллĕ культурăсен тухăçĕ пĕр гектартан 23 центнерпа танлашнă.

Уявра ĕçре палăрнисемпе çитĕнỹсем тунисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Сергей Артамонов министр тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе, дипломсемпе чысланă.

Çĕр тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсене халалланă республикăри мероприятие район пуçлăхĕпе Михаил Петровпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пыракан делегаци те хутшăннă. Патăрьелсем унтан пушă алăпа таврăнман. Районсем хушшинче экономика ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн тухнăшăн Юхмапа Пăла тăрăхне укçан хавхалантарнă.

"Фермер хуçалăхĕсем хушшинче производствăпа экономика кăтартăвĕсенчи пысăк çитĕнỹсемшĕн" номинацинче Решит Санзяпов фермер иккĕмĕш тухнă.

Уявра Раççей халăх артистки Надежда Бабкина ертсе пыракан "Русская песня" ансамбль хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарнă.

Районта ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсене халалланă савăнăçлă мероприяти паян, ноябрĕн 9-мĕшĕнче, иртрĕ. Ун пирки тĕплĕнрех çитес номерте паллашма пултаратăр.

(Хамăр корр.)

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Ноябрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2