Николай Федоров - кĕмĕл медаль хуçи

Категория: Публикации Опубликовано: 13.11.2018, 09:21 Просмотров: 359

ХАЛЬХИ вăхăтра шашкăпа шахмат спортăн аталанса пыракан вăййисем шутланаççĕ. Çак кунсенче тĕп хуламăрти "Спартак" стадионăн спорт шкулĕнче шашкăлла вылякансен Чăваш Енри чемпионачĕ иртнĕ. Виçĕ куна пынă шашистсен ăмăртăвне çичĕ турпа йĕркеленĕ. Спортсменсем тупăшакансемпе икшер хут тĕл пулнă, 25-шер минут вылянă.

Ăмăртусене хутшăннисенчен чылайăшĕ пултаруллă та çивĕч ăслă, опытлă. Юхмапа Пăла тăрăхне вырăс шашкипе Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ Николай Федоров хỹтĕлесе пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине тăма тивĕçнĕ. Кĕмĕл медаль хуçи - районти шашка-шахмат федерацин президенчĕ. Николай Михайлович пуçарулăхĕпе тата хастарлăхĕпе тăтăшах тĕрлĕрен турнир иртет.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика