Чăваш проекчĕ çĕнтернĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.11.2018, 09:35 Просмотров: 245

 

Чулхулара туризм пулăмĕсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта 193 проект тăратнă, 400 çын хутшăннă. Вĕсен йышĕнче чăваш туроператорĕсем те пулнă. Наци премине «Хĕл Мучи патне хăнана» туризм проекчĕ тивĕçнĕ. «Ясна» этнокомплекс ĕçченĕсем хатĕрленĕ проект «Ача-пăча валли йĕркеленĕ чи лайăх пулăм» номинацире мала тухнă. Аса илтеретпĕр: ку проект кăçалхи январь уйăхĕнче пурнăçа кĕнĕ. Уяв кунĕсенче «Хĕл Мучи патне хăнана» вун-вун шкул ачи кайса курнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика