Чиркỹ уявĕнче - икĕ архиерей

Категория: Публикации Опубликовано: 13.11.2018, 09:39 Просмотров: 254

Тăрăнти святитель Николай ячĕпе хисепленекен районти чи ватă чиркỹре çулленех кĕçĕн престол уявĕ пысăк çĕкленỹпе иртет. Кăçал та çаплах пулчĕ.

Димитрий Солунский святой ячĕпе иртекен престол уявне халăх йышлă пухăнчĕ: священниксем, монахсем, чиркỹ çыннисем, Турра ĕненекен ватăсемпе çамрăксем. Икĕ архиерей - Варнава митрополитпа Феодор епископ - уява хутшăнни унăн пĕлтерĕшне ỹстерчĕ. Хаклă хăнасене çăкăр-тăварпа, чечексемпе, кавирсем сарса, чан çапса кĕтсе илчĕç. Йĕри-тавра çуртасемпе лампадкăсем çутрĕç.

Кĕлĕ вăхăтĕнче Шупашкарти кафедраллă соборĕн кĕçĕн хорĕ юрлани пурин кăмăлне те çĕклентерчĕ. Типĕ тытнисем Туррăн таса парнисене ăша илчĕç. Петр Федоров протоиерей уяв историйĕ çинчен проповедь каларĕ.

Уяв ячĕпе молебен тунă хыççăн чиркĕве пухăннисене Варнава митрополитпа Феодор епископ саламларĕç, Турă хушнă пек пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Уяв чиркỹ чанĕсен янравлă кĕввипе вĕçленчĕ.

Л. ЛЯЛЬКИН

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика