Çемье бюджетне перекетлĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 13.11.2018, 09:41 Просмотров: 270

Хальхи вăхăтра патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене электронлă мелпе илесси анлăн сарăлса пырать. РФ ШĔМĕн "Батыревский" РЭО ГИБДД уйрăмĕнче те çак меслетпе автомототранспортсемпе вĕсен прицепĕсене регистрацилеме, автомототранспортпа çỹреме экзамен тытма, водитель удостоверенине илме май пур. Кун пирки тĕплĕнрех патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем паракан порталта (www.gosuslugi.ru) тата Раççей ШĔМĕн ГУОБДД сайтĕнче (www.gibdd.ru) паллашма пултаратăр. РФ ШĔМĕн "Батыревский" РЭО ГИБДД уйрăмĕнчи информаци стендĕнче те кирлĕ хыпарсем çителĕклĕ. 

2018 çулхи вунă уйăхра пирĕн пата патшалăх пулăшăвĕпе усă курас тĕллевпе 7591 гражданин (пĕлтĕрхинчен 8,9 процент ытларах) ыйтупа тухнă. Вăл шутра техникăна регистрацилессипе- 4516, экзамен ĕçĕпе çыхăннисем -3075 ыйту. Электронлă майпа хăйсен ыйтăвне татса паракансем 5209 тĕслĕх (иртнĕ çулхи çак вăхăтра - 2919) пулнă. Çакна та палăртса хăвармалла. Мониторинг пĕтĕмлетĕвĕпе граждансен 97 процентне патшалăх пулăшăвĕпе усă курни тивĕçтерни кăмăллă.

Эпир пулăшупа тивĕçтерекен территоринче тăватă МФЦ ĕçлет: Патăрьелĕнче, Комсомольскинче, Шăмăршăра, Елчĕкре. Кăçалхи тăхăр уйăхра МФЦ урлă водитель правине улăштарас тĕлĕшпе 284 тĕслĕх пулнă.

Хальхи вăхăтра патшалăх пулăшăвĕсемшĕн ĕлĕкхиллех черет тăракансем те йышлă-ха. Çапах та Интернет тетелĕнче информаципе телекоммуникаци технологийĕ анлă сарăлса пынă вăхăтра çемье бюджетне перекетлес тĕллевпе Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе усă куракансем, çак ĕçсене мобильлĕ телефонпа татса паракансем те çулсерен йышланса пыраççĕ.

Н. СУГУТСКИЙ, РФ ШĔМĕн "Батыревский" РЭО ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика