Маттур, Дима!

Категория: Публикации Опубликовано: 13.11.2018, 09:43 Просмотров: 255

Çĕнĕ Шупашкарти спорт манежĕнче çăмăл атлетика енĕпе республикăри уçă ăмăрту иртрĕ. Унта Чăваш Енри ăста атлетсем хутшăнчĕç. Старта тăнисем тĕрлĕ дистанцире ăмăртрĕç. Чупăва 300 ытла спортсмен явăçрĕ. Ăмăртусене пирĕн район çамрăкĕсем те хутшăнчĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Д. Суворов 300 метрлă дистанцире пĕрремĕш, 60 метрлă чупура иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕ. Унпа пĕрле кайнă Ю. Кубиковпа В. Иванова тăваттăмĕш вырăнсене тухрĕç. А. Илюткинан, Д. Паймуковăн кăтартăвĕсем те япăх мар.

Çитĕнекен ăру ăсталăхне ачасемпе çамрăксен ФСК "Паттăр" спорт шкулĕнчи В. Платонов тренер-преподаватель патĕнче туптать.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика