Çулĕпе çамрăк, ĕçĕпе курăмлă

Категория: Публикации Опубликовано: 04.12.2018 10:51 Просмотров: 20

Регионсем хушшинчи "Стратеги тата ăнăçлă бизнес практики" ХIV форум программипе килĕшỹллĕн ирттерекен республика конкурсĕн пĕтĕмлетĕвне тунă. Унта "Чăваш Республикинчи патшалăх тата муниципаллă тивĕçтерỹсем паракан чи лайăх нумай функциллĕ центрсене" палăртнă. 2018 çулхи лауреатсене чыслассине "Менеджмент пахалăхĕн системине çĕнĕлĕхсем кĕртесси" темăпа пыракан семинарта йĕркеленĕ. Çĕнтерỹçĕсене Министрсен кабинечĕн диломĕсене панă. Чыслава Чăваш Республикинчи экономика аталанăвĕ, промышленность тата суту-илỹ министрĕн çумĕ С. Григорьев, Пĕтĕм Раççейри пахалăх организацийĕн президенчĕ, СССР тата РФ наукăпа техникин Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ машиностроителĕ, пĕрремĕш класлă патшалăх советникĕ, "Стандарты и качество" журналăн тĕп редакторĕ Г. Воронин хутшăннă.

Çакнашкал конкурса тăваттăмĕш хут йĕркелеççĕ. Пирĕн районти МФЦ ĕçченĕсем унта иккĕмĕш çул хутшăнаççĕ. Пĕлтĕр те иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕччĕ. Кăçал та çак чыса алăран ямарĕç.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6