Паянхи кун ыйтăвĕсене сỹтсе яврĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 04.12.2018 10:54 Просмотров: 23

Декабрĕн 3-мĕшĕнче район администрацийĕн Пысăк залĕнче районти организаци-предприяти ертỹçисемпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе, райадминистрацин структура подразделенийĕн начальникĕсемпе анлă лару иртрĕ.

Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова ертсе пычĕ. Мероприятинче налук службин районсем хушшинчи иккĕмĕш налук инспекцийĕн начальникĕ В. Антонов, социаллă страховани фончĕн районти уполномоченнăйĕ Л. Кадкина, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн директорĕ В. Спиридонов, тĕп больница врачĕ Г. Петрова, район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ А. Куданова, районти пушар надзорĕн начальникĕ А. Тукмаков, райадминистрацин ятарлă программăсен пай начальникĕ Г. Каллин тухса каларĕç.

11 уйăхра района пур шайри бюджетран 482,2 млн тенкĕ кĕнĕ, çакă иртнĕ çулхинчен 59 млн тенкĕ нумайрах. Кăтарту лайăх, анчах пăшăрхантараканни те пур. Ĕнер, декабрĕн 3-мĕшĕнче, транспортшăн, çĕршĕн, пурлăхшăн налук тỹлемелли юлашки кун пулнă. Парăмçăсен малашне тата пенишĕн ытлашши укçа кăларса хума тивет. Техникăшăн Шăнкăртам ял тăрăхĕнче пурăнакансем татăлма пит васкамаççĕ. В. Антонов рейдсем йĕркелессине палăртса хăварчĕ.

Социаллă страховани фондĕнче те çĕнĕлĕхсем пур. Республика "Прямые выплаты" пилотлă проекта хутшăнать. 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен социаллă страховани фончĕ ĕçлекен çынсене больницăра сипленнĕшĕн, 1,5 çулччен ачапа ларакансене памалли тỹлеве банкри счет çине куçарма е почта урлă çитерме пуçлать.

Районта ĕçлеме пултаракан 1000 ытла инвалид пурăнать. Кăçал вĕсенчен 24,5 процентне вăй хумалли вырăн тупса панă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çулталăк пуçланнăранпа асăннă категорири 14 çын пынă, 10-шĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ.

Сывлăх - чи хаклă пурлăх. Эпир çакăн пирки темшĕн манатпăр. Чир-чĕре маларах тупса палăртас тĕллевпе диспансеризаци кăлараççĕ, анчах пурте больницăна çитме васкамаççĕ. 2018 çулта 6840 çыннăн тĕрĕсленмелле, 90 проценчĕ сиплев учрежденийĕнче пулнă.

Вируслă инфекци чирĕ (ВИЧ) тата СПИД çывăрмаççĕ. Районта вĕсемпе чирлисем пурри те асăрханулăха, шкулсенче аслă класра вĕренекенсемпе ăнлантару ĕçĕсене ытларах ирттерме хистет. Пурнăçпа шỹтлеме юрамасть.

Çĕнĕ çул çывхарни утăмсерен сисĕнет. Лавккасен, организаци-предприяти, уйрăм çынсен умĕсемпе чỹречисем тĕрлĕ тĕслĕ çутăпа йăлтăртатма пуçларĕç. А. Куданова кăçал та декабрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа çитес çулхи январĕн пĕрремĕшĕччен пурте кĕтекен уява чи лайăх хатĕрленнисене палăртма "Çĕнĕ çул серпантинĕ" конкурс пулассине пĕлтерчĕ. Çĕнтерỹçĕсене парнесем кĕтеççĕ.

Уяв кăмăллă та хаваслă иртсе кайтăр тесен пушар хăрушсăрлăхне пăхăнмалла. 10 çулхи кăтартусене пăхса тухнă хыççăн шăпах электричествăпа асăрханусăр пулнипе вут-çулăм 107 хут алханă. Çулталăк пуçланнăранпа тĕрлĕ сăлтавпа 33 пушар (пĕлтĕр 34) пулнă.

Çỹхе пăр инкек патне илсе пыни пирки те манмалла мар. Ашшĕ-амăшĕн, вĕрентекенсен ачасене çакăн пирки тĕплĕн ăнлантарса парсан аван. Пулăçсен те çамка çине картса хумалла.

Канашлура район территорийĕнче тирпей-илем кĕртес, тавралăха ешĕллетес тĕллевпе йĕркеленĕ конкурс çĕнтерỹçисене те чысларĕç.

О. ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6