Шăпăрлансене - "Тетте" журнал, аслисене - "Авангард" хаçат

Категория: Публикации Опубликовано: 04.12.2018 10:56 Просмотров: 23

РАЙОНТИ депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Герман Петров Алманчă ял халăхĕпе час-часах тĕл пулса калаçать, вĕсен шăхăш-кăмăлне итлет, май пур таран пулăшать. "Халăх тарçи" чылай чухне уйрăм çынсене ырă кăмăлпа хавхалантарма та тăрăшать.

Çĕнĕ çул умĕн йывăр шăпаллă, нумай ачаллă, сахал тупăшлă, социаллă хỹтлĕх кирлĕ çемьесене уйрăм тимлĕх уйăрасси депутатăн ырă йăлара. Çак кунсенче вăл çул çитмен ачасем пурăнакан ăнăçсăр тăватă çемьене 2019 çулхи пĕрремĕш çур çул валли "Тетте" журнал, тепĕр ултă çынна районта тухса тăракан "Авангард" хаçата çырăнса панă. "Хĕл Мучи" парнишĕн пурте чун-чĕререн савăннă. Сăмах май каласан, раштавăн 3 - 13-мĕшĕсенче "Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕ" акци пырать. Шăпах çак тапхăрта район хаçатне çырăнакансем çемье бюджетне самай перекетлеме пултараççĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6