РАЙОНТИ ГИБДД уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çул çинче çуран пыракансемпе сиксе тухакан аварин сăлтавĕ - çынсем каçхине тумтир çине çутă паракан паллăсем çакманни. Ноябрĕн 28-мĕшĕнче каçхине 16 сехетре Треньел ялĕ çывăхĕнчи аслă çул çинче "Скания" фура çын çине пырса кĕнин сăлтавĕ те çавăн пекех. Тĕттĕм куртка тăхăннă 26 çулхи арçын çул хĕррипе пынă, водитель ăна асăрхаса ĕлкĕреймен. Инкеке çакланнă çын йывăр сурана пула ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.
Февраль 2019 |