ЧР Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн çĕршыв кубокĕ иртнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 04.12.2018 10:57 Просмотров: 22

 

"Шупашкар Арена" пăр керменĕнче ЧР Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн çĕршыв кубокĕ иртнĕ. Кавир çинче Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен, Монголи, Беларуç Республикинчен килнĕ 117 спортсмен тупăшнă. Яланхи пекех чи вăйлă кĕрешÿçĕсем ăмăртнă: Беларуçири Олимп вăййисен призерĕ Мария Мамашук, Европа чемпионки Ирина Курочкина, Монголири тĕнче чемпионки Церенчимед Сухе тата ыттисем хăйсен виçисенче малти вырăнсене йышăннă. Спорт уявне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ спорт министрĕн заместителĕ Сергей Косилов, Раççей спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев тата ыттисем хутшăннă.

_ Чăваш Ен хĕрарăм кĕрешÿçĕ-

сен центрĕ пулса тăчĕ. Кунта вун-вун çамрăк кĕрешÿпе туслă. Республика пирки спорта аталантаракан чи лайăх регионсенчен пĕри тесе ахальтен каламаççĕ. Пĕлтĕр Шупашкарта тĕнче кубокĕ ăнăçлă иртрĕ. Тепĕр çул та питĕ яваплă çулталăк шутланать, Олимпиадăна хатĕрленесси. Паянхи турнирта та чи лайăххисене суйласа илетпĕр, _ тенĕ Омар Муртузалиев. Чăваш Ен чысне 7 хĕр хÿтĕленĕ. Вероника Чумиковăпа Алена Тимофеева финала тухнă. Иккĕшĕ те кĕмĕл медале тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6