Чи лайăх халăх дружинникне палăртнă

Категория: Публикации Опубликовано: 04.12.2018 10:58 Просмотров: 22

Кăçал Чăваш Енре пĕрремĕш хут чи лайăх дружиннике палăртма конкурс йĕркеленĕ. Общество ĕçĕн хастарĕсем малтан район шайĕнче тупăшнă. Çĕнтерÿçĕсем вара республика ăмăртăвĕнче «чи лайăххи» ята тивĕçессишĕн тăрăшнă. Вĕсем пăшалтан та пенĕ, саккунсене пĕлнине кăтартнă, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ панă. Çавăн пекех халăх дружинникĕсен кĕлетке-çурăм пиçĕлĕхне те тĕрĕсленĕ. Республика конкурсĕнче палăрнисене Шупашкарти 1-мĕш спорт шкулĕнче чысланă. «Чи лайăх халăх дружинникĕ» ята Элĕк районĕнчи Эрик Ванифатьев çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăна Çĕрпÿ районĕнчи Григорий Григорьев тухнă, Вăрмар районĕнчи Александр Краснов виççĕмĕш вырăн йышăннă. Вĕсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысланă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6