60 çул пĕр сукмака такăрлатаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 04.12.2018 11:00 Просмотров: 26

Ĕмĕтĕн ĕмĕрĕ вăрăм, теççĕ. Сăкăтра пурăнакан Иван Васильевичпа Антонина Васильевна Волковасем мĕн пĕрлешсе çемье çавăрнăранпах ĕмĕтпе хавхаланса пурăнаççĕ.

Ялти хисеплĕ мăшăр виçĕ ача çуратса çитĕнтернĕ, вĕсене ура çине тăратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çав вăхăтрах чылай çемье пекех çурт-йĕрне лартнă, хуралтисене çĕнетнĕ, пысăк сад чĕртнĕ, тĕп ĕçпе пĕрлех хуçалăхри ытти тивĕçе те чыслăн пурнăçланă. Кирек мĕнле каласан та юн вĕресе тăнă вăхăтра ĕç яланах кал-кал пырать-çке. Шел пулин те, вĕсем пурте ырă аса илỹре çеç. Хальхи вăхăтра Волковсем унчченхилле вăй парса ĕçлеймеççĕ. Çакăн валли сăлтавĕ те пур. Ĕç ветеранĕсем юнашар пĕр сукмака такăрлатма пикенни шăпах 60 çул çитрĕ. Ултă теçеткене хыçа хăварнă ватăсем паян та шăкăл-шăкăл калаçса кунпа çĕре черетлеççĕ. Сывлăхĕ кăна çулсерен катăлса пырать. Кирек мĕнле каласан та çемье пуçлăхĕ 87 çулта, кил хуçи хĕрарăмĕ 82ре-çке. Мухтав Турра, педагогика ĕçĕн тата медицина службин ветеранĕсем паянхи кун пĕрне-пĕри хавхалантарса пурăнаççĕ. Кил-тĕрешри вак ĕçсене те пĕрлех пурнăçлаççĕ, ыттисене ачисем, мăнукĕсем килсе пулăшаççĕ. _

Пурнăç вăл кирек камшăн та пыл та çу мар. Пирĕншĕн те çавах пулчĕ. Çапах та пурнăçра нăйкăшнине, йывăрлăхсемшĕн ỹп- келешнине ас тумастăп. Ачалăхпа çамрăклăх вăрçă вăхăтне, ун хыççăнхи çăмăл мар тапхăра çакланнăран вăхăтĕнче самай терт-нушана та чăтма тиврĕ. Çĕршывшăн йывăр вăхăтра пирĕн пек хресчен ачисене ура çине тăма, хут вĕренме те майĕ сахалрах пулнă. Мухтав Турра, юратнă профессипе хĕрĕх çула яхăн Сăкăтри вăтам шкулта ачасене физикăпа математика предметне вĕрентрĕм.

Ку тĕлĕшпе мăшăрăм, Антонина Васильевна та хăйĕн ĕçне ĕмĕр тăрăшшĕпех тỹрĕ кăмăлпа, чун-чĕререн пурнăçларĕ. "Тухтăр" тетчĕç ăна ялта. Ялти фельдшер пунктĕнче медсестрара тăрăшрĕ вăл. Кам та пулин чирлесен вăхăта, çанталăка пăхмасăр пулăшу пама тухса чупатчĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕнче миçе çынна вилĕмрен çăлса хăварман-ши! Хăшĕ-пĕри паян та ун умĕнче пуç таять,- терĕ Иван Васильевич кĕскен çеç ку таранччен пĕрле утса тухнă çула аса илсе.

Йышĕпе пĕчĕкех мар пулин те, ялта 60 çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене алăри пỹрнепе те шутласа тухма пулать. Волковсем хăйсен ачисемпе мăнукĕсемшĕн, кĕçĕн мăнукĕсемшĕн çеç мар, ял-йышшăн, кỹршĕ-аршăшăн та ырă тĕслĕхлĕ çемье. Арлă-арăмлă пурнăçра кашăк-чашăк сас парасси те пулать, теççĕ. Ун пек йăла çак çемьере пулман. Пĕр- пĕрне ăнланса, хисеплесе, пулăшса пурăннăран вĕсем паян та мăшăр кăвакарчăн пек куçран-куçа пăхса ăнланаççĕ.

А. ЕГОРОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6