Ирĕкрен хăтарма та пултараççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 04.12.2018 11:02 Просмотров: 25

 

Юлашки вăхăтра Чăваш Республикинче, вăл шутра пирĕн районта та, 1000, 2000, 5000 тенкĕлĕх суя купюрăсемпе усă курнă тĕслĕхсем час-часах тĕл пулма пуçларĕç. Мошенниксем хăйсен пайтишĕн ăсталаса кăларнă ултавлă укçасем ытларах банксенче суту-илỹрен кĕнĕ укçа-тенкĕне шутланă чухне тупăнаççĕ. Çак номиналлă суя купюрăсене чăн-чăннисенчен уйăрса илме те хĕн. Укçана пĕрре пăхсан тĕс килĕшỹллĕхĕ те çавах, хỹтĕлев йĕрĕ те, шыв палли тата ытти те патшалăх кăлараканни пекех курăнать. Урăхла каласан, улталанма питĕ лайăх. Çавăнпа та чăн малтан сутуçăсен ку тĕлĕшпе питĕ тимлĕ, асăрхануллă пулмалла.

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерстви суту-илỹ ĕçченĕсене укçана вунă хут пысăклатса кăтартакан лупăпа пăхса тĕрĕслемелли йĕркепе усă курма вĕрентесси пырать.

Çакă чăн малтанах мошенниксенчен хỹтĕленме май парать. Лупăпа пăхнă чухне купюра çинчи РФ Тĕп банкăн микротекстсене те курма пулать. Çакна та асăрхаттарса хăвармалла. Суту-илỹре укçа-тенкĕпе ĕçлекенсен çынсем нумай пуçтарăнса кайнă вăхăтра е каçхине, организм ывăннă, тимлĕх хавшанă чухне улталанма тăрăшмалла мар, тимлĕ пулмалла.

Суя хут укçа туса кăларакансене тата вĕсене саракансене РФ Уголовлă Кодексĕн 186 статйипе килĕшỹллĕн 5 çултан пуçласа 15 çул таранччен ирĕкрен хăтарма та пултараççĕ. Çĕршыв экономикипе çыхăннă çакнашкал хура ĕç кирек хăçан та пысăк преступлени шутланнă. Çавăнпа малашне те йĕрке хуралĕн сотрудникĕсемшĕн çак ыйту яланах тимлĕхре пулĕ.

А. ФОМИН, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревское" уйрăмĕн начальникĕ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6