Сăн ỹкерчĕк аса илтерет

Категория: Публикации Опубликовано: 04.12.2018 11:03 Просмотров: 25

Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем пенсионерсен канашĕпе пĕрле "Кĕмĕл волонтер" уйăхлăха хутшăнса сăн ỹкерчĕксен "Аслă çулхи çынра ăс тата мул" конкурсне ирттерчĕç. Çакна ватăсем патне тимлĕх уйăрас, çитĕнекен ăрăва асаттесемпе асаннесене юратма хăнăхтарас, çемье "пуянлăхне" кăтартас, йăла-йĕркене тытса пырассине малалла тăсас, ĕç хăнăхăвне илес туртăма ыттисенче çуратас тĕллевпе йĕркелерĕç.

Конкурса 122 ĕç тăратрĕç. Унта хутшăнакансен ỹсĕм çулĕ тĕрлĕрен. Сăн ỹкерчĕксене вара пăхса тĕлĕнмелĕх пур. Хăшĕсем кулăшла, хăшĕсем куçран куççуль кăлараççĕ.

Ĕçсене жюри 4 номинаципе хакларĕ. Нумай çул пĕрле килĕштерсе пурăнаканнисен сăн ỹкерчĕкĕсем "Пурнăç тăршшĕпех пĕрле" ята тивĕçтерчĕç. "Пурте çемьерен пуçланать" темăпа тăратнă ĕçсем те чылай. "Çулсем пире йывăрлăх кỹмеççĕ" номинациллисем аслă çулхи çынсем утă çулма та, вутă çурма та, юрлама-ташлама пултарнине те çирĕплетеççĕ. "Пĕчченлĕх шухăша ярать" темăпа тăратнисем те сахал мар. Ватлăх çитни палăрать вĕсенче. Кантăкран киленсе ывăл-хĕрĕ килессе куç пек кĕтнĕн туйăнать. Ырă ĕçсен çулталăкĕнче акă камсем патне ытларах çул хывма тăрăшмалла волонтерсен. Пĕччен пурăнаканнисем кирек хăш ялта та пур. Теприсене ăшă сăмах та ăшăтать.

Конкурс конкурсах. Унта кам та пулин мала тухатех. Çĕнтерỹçĕсене централизациленĕ библиотека директорĕ А. Овчинниковăпа районти пенсионерсен канашĕн председателĕ Т. Полякова хисеп хучĕсем парса чысларĕç.

А. ИВАНОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6