Шăрантараççĕ юррисене, савăнтараççĕ çынсене

Категория: Публикации Опубликовано: 04.12.2018 11:05 Просмотров: 22

Каншел ял клубĕнче "Юратнăран юрра" концерт пулчĕ. Ăна "Çăлкуç" фольклор ансамблĕ йĕркеленнĕренпе 25 çул çитнине халалланă. Юрă - чун уççи çак коллектившăн. Шăпах ăна юратнăран чĕрĕк ĕмĕр пурăнать ансамбль. Сахал мар çакă. Халиччен халăх умне тухса миçе концерт панине шутласа та кăлараймăн. Ăçта-ăçта çитмен тата юрăçсем! Ăшăра та, сивĕре те, çумăрта та, тăманра та репетицисене çỹреме ỹркенмеççĕ вĕсем. Куçĕсенче савăнăç çиçет. Çĕнĕрен çĕнĕ ỹсĕмсем тăваççĕ. Кашни юрăç пирки нумай каласа пама пулать. Вĕсене пĕр тĕвве çыхăнтараканни вара çирĕп туслăх, пурнăçа юратни, юрра-ташша кăмăллани, тус-юлташпа пĕр чĕлхе тупни пулса тăрать.

Юбилей ячĕпе ансамбле Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Никитин, район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ А. Куданова, централизациленĕ клуб системин директорĕн çумĕ А. Адикина, Первомайскинчи культура çурчĕн ертỹçи Р. Ефимова, Патăрьелĕнчи искусство çурчĕн директорĕ А. Антонова, культура ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Н. Мазякова тата ыттисем саламларĕç.

Хăнасем халăх коллективĕ районти культура пурнăçне аталантарас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнине палăртрĕç. Ансамбль республикăра, ун тулашĕнче курăмлă ỹсĕмсем туни куç умĕнчех. Малашне те ăнăçусем сунчĕç вĕсене. Чи пахи вара - артистсене куракан тăвăллăн алă çупса хавхалантарни.

Хăйсем евĕр сцена ăстисем чĕрĕк ĕмĕрпе саламлани тата та савăнтарчĕ. Первомайскинчи "Шуçăм" халăх фольклор ансамблĕ (ертỹçи Чăваш Республика культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. Фролов), Первомайскинчи вăтам шкулти ачасен "Шуçăм" фольклор ансамблĕ (Е. Сорокина), Каншелĕнчи ача сачĕн воспитанникĕсен "Шуçăм" фольклор ушкăнĕ (Н. Камышева), Çĕньялти "Илем" фольклор ансамблĕ (В. Верликов), Тольятти хулинчи "Телей" фольклор ансамблĕ (А. Мураткина) пулчĕ сцена çинче.

Мĕн калама пулать-ха çакăнпа. "Çăлкуç" ансамбль йышĕ çак хушăра пĕр улшăнмасăр тăман, паллах. Çавах шăнăрĕ çирĕп пулнă. Унта çỹрекен кашни çыннăн хăйĕн уйрăм пултарулăхĕ. Савăнăçа пайлама маларах концертсене çỹренисем те хутшăнчĕç.

Паян халăх умне юрлама 14 çын тухать. Тĕрлĕ профессиллĕ вĕсем. 30-65 çулсенче. Программăра тĕрлĕ юрă янăрать. Репертуар пуян. Кỹршĕ ялсене, район, республика тулашĕнчи куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Авалхи йăла-йĕркене куç умне кăлараççĕ. Кураканшăн пурăнаççĕ сцена ăстисем. халăха вĕсем культурăллă кану туса параççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6