Тĕп парне - Патăрьелсенче

Категория: Публикации Опубликовано: 11.01.2019 11:06 Просмотров: 67

Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче 2019 çула Мулендеевсен парнисене тата "Шăпчăк" фольклор ансамблĕн кубокне çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ арçынсен командисем хушшинчи мини-футбол турнирĕнчен пуçларĕç.

Спортсменсене малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Раськин, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, педагогика тата спорт ĕçĕн ветеранĕ В. Бородкин, турнир тĕп йĕркелỹçисенчен пĕри С. Мулендеев саламларĕç.

Турнира 6 команда хутшăнчĕ. Ял тăрăхĕнчи "Фаворит", "Ветераны", "Подлесные", "Мулендеевы" командăсем тата Патăрьел ял тăрăхĕн "Дружба", Шăмăршă районĕн "Карабай Шемурша" ушкăнĕсем. Вăйăсем интереслĕ иртрĕç. Патăрьелсем пĕрремĕш вырăн çĕнсе илсе кубока тата такана тивĕçрĕç. Иккĕмĕш вырăна Вăрманхĕрри Шăхаль спортсменĕсем йышăнчĕç. Виççĕмĕшĕнче - Шăмăршăсем.

Ăмăртусене ял тăрăхĕнчи физкультурăпа массăллă спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен инспектор В. Бородкин йĕркелесе пычĕ.

Тỹресен ушкăнĕ В. Давыдова "Чи лайăх бомбардир", А. Григорьева "Чи лайăх вылякан", Ф. Дмитриева "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ", М. Чангана "Чи лайăх голкипер", "Чи çамрăк вылявçă", Н. Васильева "Аслă çулхи чи лайăх вылявçă" ятсене пама йышăнчĕ

А. ИВАНОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Март 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31