Ялсем малалла аталанаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 11.01.2019 11:46 Просмотров: 92

Çĕнĕ çул умĕн район историйĕ паллă пулăмсемпе питĕ пуян пулчĕ. Декабрĕн 28-мĕшĕнче Шăнкăртамра Ф. Чабатов фермерăн выльăх пусмалли тата биокаяшсене тирпейлекен завочĕ хута кайрĕ.

Сăмах май, кун пекки федерацин Атăлçи округĕнче те урăх çук. Çак кунах Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта икĕ сменăпа вĕрентес ыйту та татăлчĕ: унччен садик, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн пулнă çуртра пуçламăш классене вĕрентекен учреждени уçăлчĕ. Савăнăçлă мероприятисене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И. Моторин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, ял тăрăх пуçлăхĕсем, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов тата ытти хăнасем те хутшăнчĕç.

Ф. Чабатов завода 2017 çулхи май уйăхĕнче тума пуçланă. Кунта выльăх аш-какайне кăна мар, ăш-чиккине, пыршине тата ыттине те тирпейлеççĕ. Оборудованисем пурте çĕнĕ. Санитари нормисене пăхăнса вăй хума пур услови те çителĕклĕ. Çĕнĕ объект ĕçлеме пуçланă май районта выльăх пуснă хыççăн юлакан каяшсене ăçта хурас ыйту татăлнă теме те юрать.

Мероприятие пухăннисене Ф. Чабатов заводпа, малашлăхри тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Сăмах май, фермер тыр-пул çитĕнтерессипе тата карп, форель, толстолобик, шурă амур, осетр ăратĕнчи пулăсене ĕрчетессипе те ĕçлет. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем нумайран классем çитменнипе ачасем икĕ сменăпа ăс пухатчĕç.

Патăрьелĕнчи А. Табаков урамĕнчи И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн пулнă икĕ хутлă çуртне çĕнетсе шкул тунăшăн коллектив кăна мар, ашшĕ-амăшĕ, ачасем те хĕпĕртерĕç. Пĕлỹ çурчĕн директорĕ Н. Андреева та сăмах илнĕ май савăнăçне пытармарĕ, халăх шухăш-кăмăлне шута илнĕшĕн республика, район ертỹçисене тав турĕ.

О. ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июнь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30