"Çулталăк меценачĕ - 2018"

Категория: Публикации Опубликовано: 11.01.2019 12:02 Просмотров: 65

ЫР КĂМĂЛЛĂХПА, спонсорла пулăшупа çыхăннă ĕçсене сарас, çавăн пекех районăн социаллă пурнăçĕпе экономика, культура аталанăвĕшĕн пысăк тỹпе хывнă уйрăм граждансене, предпринимательсене, организацисемпе предприятисене хавхалантарас тĕллевпе район администрацийĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Патăрьел районĕн çулталăк меценачĕ" конкурс ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Çакнашкал конкурса районта виççĕмĕш хут пĕтĕмлетрĕç. Хальхинче "Çулталăк меценачĕ - 2018" хисеплĕ ята Гузелия Мухарямовна Сафина тивĕçрĕ.

Г. Сафина Кзыл Чишмара çуралса ỹснĕ, Алманчăри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Хусанти финанспа экономика институтĕнче пĕлĕвне малалла тăснă. Раççей Федерацийĕн тата Тутарстанăн тава тивĕçлĕ экономисчĕ 1995 çултанпа "ТАИФ" компанин генеральнăй директорĕн çумĕ пулса ĕçлет. Маларах çак хисеплĕ ята "РЕМИСС" тата "Лента" обществăсен ертỹçисем Минхайдар Юсуповпа Роза Иванова тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Март 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31