Пурне те ятран асăнар...

Категория: В районе Опубликовано: 21.05.2019 16:24 Просмотров: 133

Çак кунсенче районти тĕп вулавăшра "Вспомним всех поименно..." ятпа пичетленсе тухнă çĕнĕ кĕнекене пахаларĕç. Унăн авторĕсем Кивĕ Ахп.ртри А. Н. Салминпа А. А. Павлова. Ашшĕпе хĕрĕн ку кĕнеке - тăваттăмĕш чун апачĕн çимĕçĕ. Кĕнекене пахалама районти таврапĕлỹçĕсем, çыравçăсем, библиотекарьсемпе музей, архив ĕçченĕсем, чăваш чĕлхине вĕрентекенсем, авторсен çывăх тăванĕсемпе кỹрши-аршисем, вулакансем пухăнчĕç. Вĕсем пурте, кĕнекене с.тсе явнă май, хăйсен шухăш-кăмăлĕсене палăртрĕç, тĕрлĕ сĕн.сем пачĕç.

600 ытла страницăллă, яка та илемлĕ хуплашкаллă, калăпĕпе те пысăк кĕнекере çыравçăсем Туçа ял тăрăхне кĕрекен çичĕ ялтан граждан тата Аслă Аттелĕх вăрçине хутшăннă хастар паттăрсем çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Истори чăнлăхне çирĕплетсе парас тĕллевпе авторсем Чĕмпĕр тата Шупашкар хулисенчи архивсен докуменчĕсемпе, ученăй-историксен материалĕсемпе тата ялсенче пурăнакан ватă çынсен аса илĕвĕсемпе анлă усă курнă. Вăл вăхăтра 102 çулта пыракан Петр Григорьевич Медведев, вăрçă участникĕ каласа парса чылай пулăшнă. Материалсене хронологи енĕпе вырнаçтарнă. Малтан граждан, ун хыççăн Аслă Çĕршыв вăрçисене хутшăннă, вăрçăран таврăнайманнисен унтан чĕрĕ таврăнса пурăннă ентешсем çинчен çырса кăтартнă. Çавăн пекех çыравçăсем Япони, Венгри, Чехословаки, Афган, Чечня вăрçисене хутшăннисене те манса хăварман. Вĕсем çинчен тĕплĕн çырса сăн укерчĕксем вырнаçтарнă. Кĕнекере вăрçă вăхăтĕнчи ял пурнăçне, вăрçă ачисем тылра тăрăшса ĕçленĕ хастар ĕç ветеранĕсем çинчен çырнă тĕрленчĕксемпе паллашма уйрăмах кăмăллă.

Презентацине хутшăннисем авторсене тав туса ыррине сунчĕç: "Ку кĕнекене ман Туçа ял тăрăхĕн энциклопедийĕ тесе калас килет. Пур енĕпе те паха та пуян кĕнеке", - тесе хак пачĕ Чăваш Республикин журналистсен союзĕн членĕ, ветеран - журналист Н. Д. Ларионов. Районти краеведсен ертуçи Дмитрий Коннов: "Юлашки çулсенче тăван ял кун-çулĕн историне çырас енĕпе Александр Николаевичпа Алевтина Александровна уйрăмах нумай вăй хунине палăртмалла. Вĕсем ирĕн - каçăн тăрăшни, чунĕсене парса ĕçленин çимĕçĕ пирĕн алăра. Çитĕнекен ăру валли паха парне юлать", - терĕ Александр Николаевича "Чăваш Республикин паллă таврапĕлỹçи" паллине çакса янă май. Сакăр теçеткерен иртнĕ ĕç ветеранĕ Лидия Наташкина ачалăхне аса илнĕ май, вăрçă çинчен чуна хумхантаракан сăвă каласа пачĕ. Лидия Кошкина та ашшĕ вăрçа тухса кайнă чухне 6-ра пулнăскер, ашшĕне курса та юлайманнишĕн халĕ те пăшăрханнине пĕлтерчĕ.

Вулавăш ĕçченĕсем "Туçа ен тăрăхĕ - асамлă çĕр вырăнĕ" ятлă кĕнекесен выставкипе паллаштарчĕç. Унта Туçа ял тăрăхĕ çинчен çырнă кĕнекесемпе материалсем вырнаçтарнă.

Александр Николаевич аллине калем тытни вунă çул иртрĕ. Çак кĕске вăхăт хушшинче вăл 5 кĕнеке калăплама мехел çитерчĕ. 72 çулхи çыравçăн кун-çулĕ çăмăл пулман. 9 çултах ун "ури çине ĕне пуснă", ашшĕпе пĕрле кĕт. кĕтнĕ. 1962 çулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти пединститута физика - математика факультетне вĕренме кĕрет. 4-мĕш курсран малалла Мускавра вĕренсе физика учителĕн дипломне илсе яла таврăнать. 1977- 1982 çулсенче Кивĕ Ахпуртри сакăр çул вĕренмелли шкул директорĕнче вăй хурать. Физика, рисовани, черчени, физкультура, автомобиль, трактор, информатика, астрономи, экономика, географи тăван ен культури, природоведени тата ОБЖ предмечĕсене те ачасене вĕрентнĕ. 2007 çултанпа тивĕçлĕ канура.

Ĕçри çитĕнусемшĕн темиçе хутчен те Чăваш Республикин Вĕренту министерствин Хисеп грамотисене, "Социализмла ăмăрту çĕнтеруçи" паллăна, "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ", "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Кĕнекесем калăплас ĕçе вăл хăйĕн хĕрне - Алевтинăна явăçтарать. Алевтина Александровна Шупашкарти патшалăх университетĕнче истори факультетне пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра хулари 3-мĕш шкулта истори учителĕнче вăй хурать.

Кĕнекене туянас текенсен кăмăлĕсене шута илсе авторсем ăна тата пичетлеме шантарчĕç.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6