Çамрăкла вĕренни чул çинче

Категория: В районе Опубликовано: 22.07.2019 15:25 Просмотров: 182

Шкулсенче вĕренекенсемшĕн тĕрĕслев экзаменĕсем хыçа юлчĕç. Тăххăрмĕшсемшĕн те хĕрỹ тапхăр пулчĕ. Вĕсем пурте вырăс чĕлхипе тата математикăпа экзаменсене кĕчĕç. Вĕсемсĕр пуçне суйласа илнĕ икшер предметпа тытрĕç. Районта чемпионсем пулчĕçех. Тăватшар предметпа тытнисенчен саккăрĕшĕ пуринпе те 5 паллă илчĕç. Паян эпир Аслă Чементи вăтам шкулти О. Зотова, Ыхра Çырминчи А. Сабирзянов, Хирти Пиккшикри Р. Хуснетдинова, Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти Ю. Васильева, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти З. Субханкуллова, С. Спринсян, В. Тямина, Е. Петрова çитĕнĕвĕсемпе чăннипех те савăнатпăр.

Алла аттестат илнисенчен хăшĕ-пĕри пĕлĕвне малалла тăсма шкулсенех юлĕ. Теприсем вара колледжсемпе техникумсене кайĕç. Умри тĕллевĕсене палăртасси хăйсенчен килет.

Вăтам пĕлỹ тата специальность илме май паракан республикăри вĕренỹ заведенийĕсем Раççейри лайăххисен шутĕнче тăраççĕ. Выпускнисем вĕсене аттестат çинчи пысăк балсене кура вĕренсе кĕме пултараççĕ. Çамрăк специалистсем вара хăйсене килĕшекен ĕçсене кỹлĕнеççĕ. Малалла бюджетлă вырăнсене кĕрсех куçăмсăр майпа вĕренсе аслă пĕлỹ илеççĕ.

Экзаменсем кăçал йĕркеллех иртрĕç. Чăваш Енре патшалăхăн тĕп тĕрĕслевне 12 пин ытла, районта 400 ытла ача кĕчĕç.

- Хăйсен ирĕкĕпе тытмашкăн каччăсемпе хĕрсем биологи, географи, информатика, физика предмечĕсене кăмăлларĕç. Çакă малашлăхра инженер, экономист, ял хуçалăх, медицина специальноçĕсене суйласа илме тĕллев лартнипе те çыхăннă пулас,- тет район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова.

Аутсайдерсен те пăшăрханма кирлĕ мар. Вĕсем тĕрĕслеве сентябрь уйăхĕнче кĕме пултараççĕ. ГИА-2019 хĕрỹ линийĕ çине 88352572160 телефонпа тухмалла е шкулпа çыхăнмалла..

А. Астраханцева.

 

Шухăш

Петр Александров, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 9 б класс ертỹçи, Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ отличникĕ:

- Шкулсенчи 9 тата 11 классенчен вĕренсе тухнисем алăсене документсем илнĕ ĕнтĕ. Малашлăхра ăçта каймалла? 9 класс вĕренсе тухнисен çулĕ икке ỹпленет. Тус-юлташпа 10 класра пĕлỹ пухма пулать. Ытларахăшĕ çапла тума тăрăшать те.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 9 б класра 2018-2019 вĕренỹ çулĕнче 27 ача пĕлỹ пухрĕ. Пĕринчен тепри маттур, харсăр. Шкула чăннипех те ăс пухассишĕн çỹреççĕ. "4" тата "5" паллăсемпе вĕренекенсем йышлă. К. Семенов, Я. Енилина, Н. Григорьева вĕренỹре те, обществăлла пурнăçра та хастар.

Вĕренекенсенчен ытларахăшĕ математика, биологи, хими, обществознани, вырăс чĕлхипе литературине кăмăллаççĕ. Патшалăхăн тĕп экзаменĕсене памашкăн çак предметсене суйласа илни те уççăн çирĕплетет.

Тĕрĕслевсене çитĕнекен ăру пуçламăш класранах хатĕрленсе пырать. Конкурссене, олимпиадăсене, наукăпа практика конференцийĕсене, фестивальсене хутшăнни те хушма литературăна алла илме хистет. Акă, математикăпа вĕрентекенсем çулленех çак предмета кăмăллакансене республикăри çамрăк математиксен турнирне явăçтарма тăрăшатпăр. Команда 4 çул умлă-хыçлах призлă вырăнсене тивĕçет. Математика çăмăл предмет мар. Анчах кирлĕскер. Ачана ăна юратма кĕртсе яма пĕлмелле. 37 çул вĕрентỹ системинче ĕçлесе çитĕнекен ăрăвăн пултарулăхне витĕр куратпăр. Ĕçĕн çимĕçĕ тутă пулни те савăнтарать. 9 а, г, в классене çỹрекенсене çак предметпа вĕрентрĕм. Экзаменра "3" паллăсем сахал пулни савăнтарать. З. Субханкуллова, С. Спринсян, В. Тямина, Е. Петрова тата ыттисем те предмета пиллĕклĕх пĕлеççĕ тесе çирĕплетсе калатăпах.

Виктория Тямина:

- Кăçал эпĕ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн 9 класĕнчен вĕренсе тухрăм. Çакна çирĕплетекен документа алла илнĕ ĕнтĕ. Аттестат çинче пурте 5 пулнишĕн хĕпĕртетĕп. Тăрăшуллă ĕçĕн çимĕçĕ çакă.

Класра 26 ача пĕрле вĕрентĕмĕр. Туслăх çирĕп пулчĕ. Пĕри - пуриншĕн, пурте пĕриншĕн тăрăшатпăр.

Тăрăшса вĕренни сая каймастех. Патшалăхăн тĕп экзаменĕсене пиллĕклĕх тытрăм. Маншăн аннепе аппан та пичĕ хĕрелмĕ. Тăрăшуллă ачасем татах та пур класра. С. Шуряшкина, Д. Тазюков, Ю. Кубиков ыттисемшĕн тĕслĕхлĕ.

Кирек хăш предмета та килĕштеретĕп. Геометри, хими, биологи ытларах кăмăла каяççĕ.

Малалла 10-мĕш класа каясшăн. Алла аттестат илсен аслă шкула çул хыватăпах.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5