Тĕл пулура- ашшĕ-амăшĕ, ачисем тата пограничниксем

Категория: В районе Опубликовано: 22.10.2019, 09:50 Просмотров: 387

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ пĕрремĕш вăтам шкулти В. Аппакова учительница ертсе пыракан пограничниксен чи кĕçĕн кадет класĕнче вĕренекенсемшĕн çак кун нумайлăха асра юлĕ. Ашшĕ-амăшĕпе тата ачасемпе , чикĕ хуралĕнче службăра пулнă А. Быков, М. Харитонов, Л. Ильеров салтак-ветерансем тĕл пулу йĕркеленĕ. Малтанах "пограничник пиччесем" çамрăк тусĕсене Тăван çĕр-шыва сыхласси чи пысăк чыс, çар тивĕçне пурнăçласси кашнийĕн тĕллев пулмаллине ăнлантарнă, кану паркĕнче çĕкленнĕ стеллăпа паллаштарнă, ачасен ыйтăвĕсене хуравланă. Иккĕмĕш пайĕнче ачасем спорт ăмăртăвĕнче тупăшнă: тирта пăшалтан пенĕ, чупнă, вăйăсем вылянă. Эстафетăпа тĕрлĕ конкурсран ашшĕ-амăшĕ те айккинче тăман, ырă тĕслĕх кăтартнă. Туслă тĕл тулăва хутшăннисене Н. Николаев пограничник пылак çимĕçпе сăйланă.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика