Марина Карягина вулавĕсем

Категория: В районе Опубликовано: 13.12.2019, 09:25 Просмотров: 418

Çыннăн чун хавалĕ çĕкленнĕ самантра сăвă çырăнать,

 вуланать – поэзи тĕнчи вăранать.

 

  Патăрьел тăрăхĕнче республикипе, çĕр-шывĕпе, тĕнчипе паллă çыравçăсем чылай. Вĕсенчен пĕри – Марина Карягина. Çыравçа, тележурналиста халалласа Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулта 2019 çулхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче сăвăç чун-чĕреллĕ шкул ачисемпе вĕсен вĕрентекенĕсем «Марина Карягина вулавĕсем» конкурса пуçтарăнчĕç.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, кăçалхипе вуннăмĕш хут иртет çак конкурс. Марина Федоровнăпа пĕрле Шупашкартан сумлă  хăнасем те килчĕç: Василий Кервен поэт, Василий Пушкин литературовед, Владимир Синдеев телеоператор.   

Конкурс пуçланиччен тĕрлĕ шкултан килнĕ ачасемпе вĕрентекенсем шкулпа, музейпа, кĕнеке куравĕпе, Марина Карягина хайлавĕсем тăрăх вĕренекенсем йĕркеленĕ ÿкерчĕксемпе паллашрĕç. Хăнасене чăваш тумĕллĕ хĕр ачасемпе ар çын ачасем çăкăр-тăварпа хапăл туса кĕтсе илчĕç.

  Мероприятие чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Марина Табакова ертсе пычĕ. Уява пуçтарăннă çынсене шкул директорĕ  Алексей Логунов саламларĕ,  шкулта пурне те курма хапăл пулнине палăртрĕ. Уяв ячĕпе саламласа районти вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Елена Перепелкина, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Светлана Кулакова саламларĕç. Уява пухăннисем Марина Федоровнăн кун-çулĕ, пултарулăхĕ çинчен хатĕрленĕ презентаци пăхрĕç, иртнĕ çулсенчи конкурс саманчĕсене курса киленчĕç, шкул ачисем хатĕрленĕ концертпа савăнчĕç.

  Конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансем йышланса пыни, паллах, савăнтарать. Конкурсра вун тăватă шкултан пухăннă аллă ытла ача тупăшрĕ. Кăçалхи çул конкурс  виçĕ номинаципе иртрĕ: «Тĕнче сăнне илсе хам витĕр кăтартап…», «Палиндромсен асамлă тĕнчи», «Сăвă çыртăм васкаса…». Марина Карягина сăввисене вулассипе кĕҫĕннисен  хушшинчи çĕнтерÿçĕ ятне  Анат Туçари пуçламăш шкул-ача садĕнче 4 класра  вĕренекен Даниил Горшков çĕнсе илчĕ (вĕрентекенĕ – Людмила Маркова).                                   

5-7 класра вĕренекенсем хушшинче те хĕрÿ тупăшу пулчĕ. Пурте чĕререн, хавхаланса  вуларĕç, пĕри тепринчен маттур. Çĕнтерÿçĕ ята Кивĕ Ахпÿртсем тивĕçрĕç. 5 класра вĕренекен Каргина Арина «Çĕтĕк ача» сăвăпа пурне те тыткăнларĕ (вĕрентекенĕ – Марина Табакова). 8-9 класра вĕренекенсенчен чи маттурри  Патăрьелĕнчи 2 –мĕш вăтам шкулти 8а класра вĕренекен Кошкина Карина пулчĕ (вĕрентекенĕ –Марина Иванова). Палиндромсен номинацийĕнче Сăкăтри вăтам шкулта 9 класра вĕренекен Мердина Евгения палăрчĕ (вĕрентекенĕ – Елена Анюрова). 5-9 класра вĕренекенсем хăйсем çырнă сăввисене вуласа та  ăмăртрĕç. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта 6 класра вĕренекен Бахитова Анастасийăна çитекенни пулмарĕ. Вăл хăйĕн сăввине Марина Федоровнăна халалласа çырнă (вĕрентекенĕ – Светлана Никитина).

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Хисеп хучĕсемпе, дипломсемпе чысларĕç. Хисеплĕ хăнасем ачасене хăйсен кĕнекисене парнелерĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика