Тỹрлетỹсем çĕршыв тăнăçлăхне упрама пулăшĕç

Категория: В районе Опубликовано: 08.05.2020 09:16 Просмотров: 729

 Николай Ялуков, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн тỹрлетĕвĕсенче халăхăн пурнăçĕпе, социаллă хỹтлĕхĕпе тата ытти ыйтупа çыхăннă чылай çĕнĕлĕх пулĕ. Кунтах Тăван çĕршывăн хỹтĕлевçисене асра тытни, çакă историе манманни пирки калани те пур. Çавăнпа та мемориал сооруженийĕсемпе ытти объектсене, палăксене тытса тăрас тата вĕсен йĕри-таврашне хăтлăх кỹрес тĕллевпе укçа-тенкĕ енчен те пулăшу пуласса шанас килет. Хальхи вăхăтра вĕсене вырăнти ял тăрăхĕсем пăхса тăраççĕ.

Зинаида Быкова, Кивĕ Ахпỹртри фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ:

- Халĕ вăйра тăракан Конституцие йышăннăранпа 26 çул иртнĕ. Çак тапхăрта пурнăçри лару-тăру нумай улшăнчĕ. Унта çĕнетỹсем кирлех пулчĕç. Сывлăх сферипе çыхăннă тỹрлетỹсене ырласа йышăнтăм. Çĕршыва тĕреклĕ те сывă халăх кирлĕ. Çакăншăн тăрăшать те патшалăх.

Вероника Арланова, районти культурăпа кану центрĕн информаципе методика пайĕн заведующийĕ:

- Çĕршывăн Тĕп саккунĕнче - Конституцире - культурăна тĕрев парассине кĕртессине ырлатăп çеç. Культура, искусство общество аталанăвне ырă витĕм кỹрет, пурнăçа юратма вĕрентет. Çавăн пекех çыннăн чунĕ те пуянланать, тавракурăмĕ те аталанать.

Раççейре пурăнакан халăхсен культурине сыхласа хăвармаллах. Эпир, районти культурăпа кану центрĕнче вăй хуракансем, хамăрăн йăх-несĕлĕмĕр юрри-ташшипе, вĕсен пурнăçĕпе районта пурăнакансене, çамрăк ăрăва шăпах сцена урлă паллаштаратпăр. Чăваш халăхĕн культури ăруран ăрăва куçасса шанса тăратпăр.

Газета

Архив материалов

Ноябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Все новости

Яндекс.Метрика