Патшалăх пулăшăвĕ хавхалану кỹрет

Категория: В районе Опубликовано: 13.05.2020 13:17 Просмотров: 919

ЧылыковаТатьяна Чылыкова, район администрацийĕн вĕрентỹ управленийĕн опекăпа попечительство пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ:

- Раççей Президенчĕ Владимир Путин майăн 11-мĕшĕнчи чĕнĕвĕнче пĕлтерĕшлĕ те вырăнлă йышăнусем пулчĕç. Вĕсенчен пĕри- 3 çултан пуçласа 16 çулчченхи ачасене пурне те 10 шар пин тенкĕ укçа пани. Хальхи вăхăтра çак пулăшу ĕçсĕр тăрса юлнă е сахал укçа-тенкĕ илекен ашшĕ-амăшĕшĕн уйрăмах питĕ пĕлтерĕшлĕ, вырăнлă. Кун пек çемье пирĕн районта та сахал мар. Владимир Владимирович ĕçе ансатлатас тĕллевпе заявленисене ашшĕ-амăшĕпе опекунсем электронлă майпа çеç памаллине те каласа хăварчĕ. Çавăн пекех патшалăх çемьесене социаллă пулăшу паракан йĕркепе кашни ачашăн 5-шер пин, 3-шер пин (условине кура) тенкĕ парса пулăшма йышăнни те кăмăллă. Ачашăн паракан пособи ỹсни те çемьешĕн ырă пулăм.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4