Бизнеса - пулăшу

Категория: В районе Опубликовано: 13.05.2020 14:52 Просмотров: 514

ЛьвовВиктор Львов, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ:

- Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин майăн 11-мĕшĕнче ирттернĕ канашлура çĕршыв экономикине пулăшмалли йышăнусем пирки те пĕлтерчĕ. Районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх лайăх аталаннă май пирĕншĕн ку тема питĕ çывăх. Пандеми вăхăтĕнче йывăр лару-тăрăва лекнĕ пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе вăй илсе кайма пулăшасса шанса тăратпăр. Апрель-июнь уйăхĕсенче индивидуаллă предпринимательсем, пĕчĕк тата вăтам бизнес налук (НДС кунта кĕмест) тỹлемеççĕ. Çавăн пекех июнĕн 1-мĕшĕнчен 2 процентлă кредит ĕçлесе кайни те аван. Вăл шалупа тивĕçтерме тата шалу тỹлеме маларах илнĕ кредита саплаштарма май парать. Çăмăллатнă кредитпа 2021 çулхи апрель уйăхĕччен татăлмалла. Штата 90 процент сыхласа хăваракансемшĕн патшалăх кредитшăн та, унăн проценчĕшĕн те йăлтах хăй тỹлет. 80 процент тăратса хăварнисемшĕн кредитăн тата унăн проценчĕн çуррине парать.

Архив материалов

Ноябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6