Ачасем - пирĕн пуласлăх

Категория: В районе Опубликовано: 13.05.2020 14:57 Просмотров: 1291

Галина Синеева, Раççей Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ:

- Çемье тата ачасем _ Раççейĕн шанчăклă пуласлăхĕ. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тесе сахал мар тăрăшать патшалăх. Ачасене хỹтĕлемеллех пирĕн. Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи майăн 11-мĕшĕнче ирттернĕ канашлура вара ашшĕ-амăшĕ ăçта ĕçленине тата вĕсен тупăшне пăхмасăр 3 çултан 16 çул тултарман кашни ачана 10 пин тенкĕ памалла тени савăнтарчĕ. Унчченрех кĕртнĕ тивĕçтерỹсем патне хушăнни-çке çакă. Маларах палăртнă 3 çулчченхи ачашăн пособи парассине амăшĕн капиталĕн правине тивĕçмен çемьесене те апрель - июнь уйăхĕсемшĕн 5-шер пин тенкĕ тỹлеме сĕнчĕ. Çапла вара Раççейри 3 çул тултарман ачаллă пур çемье те ăна илсе тăрĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4