Конституци тỹрлетĕвĕсене ырлатпăр

Категория: В районе Опубликовано: 15.05.2020 08:08 Просмотров: 509

Анисия Воробьева, районти социаллă хỹтлĕх центрĕн ертỹçи, ачасен правине хỹтĕлес енĕпе тимлекен районти уполномоченнăй:

- Кирек мĕнле ача та çемьере пурăнмалла, унта воспитани илмелле, çемье йăли-йĕркине пĕлмелле, ырă опыт пухмалла. Çул çитмен ачана чăн малтанах пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрлекенĕ те çемьех. РФ Конституцине тỹрлетỹсем кĕртме палăртнинче унăн статусне ỹстерни питĕ кăмăллă. Хальхи вăхăтра уйрăмах çакă кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ. Тĕп саккуна çемье, ашшĕпе амăшĕ, ачисем, вĕсене пурăнма кирлĕ услови туса парас пирки, çав вăхăтрах çул çитнĕ ачасем ашшĕ-амăшне пăхмалли çинчен те каланă. Çаксем пурте ырă малашлăхшăн тунă утăмсем. Сăмах май каласан, Раççей Президенчĕ Владимир Путин хальхи вăхăтра сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесене тĕрлĕрен пулăшу пани те çемьене хỹтĕлемелли социаллă гарантисенчен пĕри пулса тăрать.

Наиль Чинкин, Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн преподавателĕ:

- Ачасене Тăван çĕршыва, çуралнă тăрăха, хамăрăн йăла-йĕркене юратма вĕрентесси ашшĕ-амăшĕн, пĕрлех вĕрентекенсен те тивĕçĕ. Çавăн пекех историе те тĕрĕс хаклама вĕрентмелле. Юлашки вăхăтра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историне урăхлатса калакансем те пур. Вĕсем Раççей çыннисен паттăрлăхне хаклама пĕлмеççĕ. Ун пек ан пултăр тесен асаттесемпе асаннесен вăрçăри тата тылри пурнăçĕпе, кун-çулĕпе ытларах паллаштармалла. Конституцири тỹрлетỹсем шăпах тĕрĕс историне упраса хăварма пулăшаççĕ, халăх паттăрĕсене манăçа кăларма памаççĕ.

Иван Павлов, пенсионер, Пăлакасси ялĕ:

- Конституцири тỹрлетỹсенче вара патшалăх çемьесем патне уйăракан тимлĕх курăмлах: аслисене социаллă гарантисем парать, ачасене хỹтĕлет. Çулран-çул пенси укçине индексацилет. Çемье тĕреклĕ пулсан çĕршыв тĕреклĕ. Çĕршыв тĕреклĕ пулсан пурнăç чечекленет. Çавăншăн хĕпĕртетĕп эпĕ

Газета

Архив материалов

Ноябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Все новости

Яндекс.Метрика