Конституци тỹрлетĕвĕсем - халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн

Категория: В районе Опубликовано: 22.05.2020 11:47 Просмотров: 157

 конституцияТатьяна Полякова, пенсионер, Патăрьел ялĕ :

-Конституци тỹрлетĕвĕсенче волонтерсемпе коммерциллĕ мар организацисене пулăшу кỹрес пирки те сăмах пырать. Çакă савăнтарать те, хавхалантарать те. Волонтер тĕрлĕ çулхи çынна пĕрлештерет: шкул ачисене, студентсене, аслисене, кĕмĕл çỹçлисене... Вĕсем халăха çывăх та. Кирек хăш вăхăтра та пулăшма пултараççĕ. Ĕçе сумлани кирлех.

Петр Ефимов, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ:

- Конституцине кĕртме сĕннĕ тỹрлетỹсен йышĕнче тискер чĕр чунсемпе выльăх-чĕрлĕхе сыхласси те пур. Çакă тăван тавралăха упрассипе, çамрăк ăрăва ырă чунлă ỹстерессипе, этемлĕхĕн пуласлăхĕпе тỹрреммĕнех çыхăннă. Чĕр чунсене юратма ачасене пĕчĕкренех хăнăхтармалла.

Пурнăçра кушак е йыт çурине кỹрентерекен ача ỹсерехпе аслисем çине те алă çĕклеме хăрамасть. Конституцири тỹрлетỹ шăпах çакăн пек усал пулăмсенчен сыхласа хăварма пулăшать. Чĕр чунсене хỹтĕлессине Тĕп саккунра йышăнни пурсăмăра та ыранхи куна шанчăклă пăхма май парать.

Наталия Емелина, районти ЗАГС пайĕн начальникĕ:

-Раççей Конституцине хушусем кĕртнĕ çĕрте çемьене сыхласа хăварас, ăна аталанма пулăшас тĕллевпе те улшăнусем пур. Çакă чăн малтанах çамрăк мăшăрсене уйрăлса каясран та сыхлĕ. Тĕп саккуна пурин те пăхăнмах тивет. Енчен те тĕрлĕрен сăлтавпа уйрăлнă хыççăн ашшĕ е амăшĕ ачипе пĕччен юлсан пепкишĕн пĕтĕм яваплăхне хăй çине илмелле пулĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси таранах. Тĕп саккун çĕршыври демографи лару-тăрăвне лайăхлатма та пулăшĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31