Ан пултăр вăрçă нихăçан! 

Категория: В районе Опубликовано: 15.06.2020, 08:26 Просмотров: 548

 Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 75 çул çитрĕ. «Çĕнтерÿ» сăмах чуна ăшăтать, çĕклентерет пулсан та, ăна çывхартас тесе мĕн чухлĕ асап тÿсмен-ши халăх?! Вăрçă вучĕ витĕр тухнисем, тыл ĕçченĕсем çак куна куççульсĕр аса илеймен. Тăван киле таврăннисенчен те чылайăшĕ тахçанах канлĕх тупнă ĕнтĕ. Ял-хуласенче пурăнакан ветерансен, тăлăх арăмсен шучĕ çулсерен чакса пырать. Пирĕн , мирлĕ тÿпе айĕнче пурăнакансен, вăрçă паттăрĕсене манма юрамасть. Паттăрсен  çырăвĕсем, аса илĕвĕсем çав тери хаклă. Вĕсен пурнăçĕ  - çĕр-шыв историйĕ.

Паттăрлăхпа Астăвăм Çулталăкне халалланă тĕрлĕ мероприятисем, конкурссем вара малалла та тăсăлаççĕ. Ачасем вĕсене хутшăнни, хăйсен аслашшĕ-кукашшĕ е ытти тăванĕсем çинчен каласа пани, вĕсен чĕрĕ калаçăвне çыртарса илни е хут çине çырса хăварни пулас ăрусемшĕн чаплă парне вырăннех пулĕ.

 Акă  «Тантăш» хаçатăн  çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче тухнă номерĕнче  республика  шайĕнче иртнĕ «Ан пултăр вăрçă нихăçан!» темăпа  эссе çыракансен конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

Çĕнтерÿçĕсем хушшинче Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче вĕренекен Ксения Степанова ячĕ те пурри пире савăнтарать. 8-11-мĕш классем хушшинче маттур хĕрача 2-мĕш вырăна тухма пултарнă.

Йышлă ачаллă çемьере ÿсекен Ксения тем валли те вăхăт тупать. Шкулта 1-мĕш класранпах «5» паллăсемпе вĕренет, пурне те хитре ÿкерчĕкĕсемпе савăнтарать, вăлах ал ăсти те. Сăвăсем те çырать пултаруллă хĕрача. Вĕрентекенсем ертсе пынипе эссе жанрне те парăнтарчĕ. Хальхи конкурса тăратнă ĕçĕнче вăл мăн аслашшĕн  ашшĕ - Михаил Степанов - çинчен çырса кăтартрĕ. Ксения тăванĕ вăрçăра тăшмансене хирĕç паттăррăн кĕрешнипе мухтанать. Ун пекех хăюллă та хастар, ăслă пулма ăнтăлать. «Йăмăксемпе шăллăмсене те Михаил Федотович çинчен каласа паратăпах! Аттепе аннене, асаттепе асаннене пире хамăр йăхри маттур çынсемпе паллаштарсах тăнăшăн тав тăватăп. Иртнисĕр малашлăх çук теççĕ. Вăрçă нуши çинчен аслисем каласа панă, кĕнекесем вуланă, кинофильмсем пăхнă тăрăх çеç пĕлетпĕр пулсан та, вăл ытла та хаяр иккенне ăнланса илетĕн. Чăнах та, пĕр ветеран та куççульсĕр аса илеймест çав асаплă çулсене. Ытла та хака ларнă Çĕнтерÿ! Çавăнпа нихăçан та ан пултăр вăрçă! Пирĕн ачалăх мирлĕ тÿпе айĕнче, сарă хĕвел ăшшинче, атте-анне çумĕнче иртессе шанатăп, ĕненетĕп. Вăрçă паттăрĕсем умĕнче пуçа таятăп. Чыс та мухтав вĕсене  çак телейлĕ пурнăçшăн!» - çапла вĕçленĕ хăйĕн хайлавне хĕрача.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика