Тĕллевсем паллă. Ĕçлемелле!

Категория: В районе Опубликовано: 02.02.2021 16:51 Просмотров: 562

Александр Ко99злов, "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ:

 Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев февралăн 2-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашне яракан Çырупа паллаштарнине тĕпрен илсен тĕнчипех хумхантаракан коронавирус пандемине хирĕç кĕрешекен шур халатлă сыватмăш ĕçченĕсене тав тунипе пуçларĕ. Чăнах та вĕсем çакна тивĕçлех. Çак вăхăтра васкавлă пулăшу машинисене чĕнесси пилĕк хут ỹснĕ. Вĕсен тăрăшулăхне пула республикăра 17 пин ытла çын сипленме пултарнă. Çавăн пекех çак амак Чăваш Енри инфекци стационарĕн çĕнĕ çуртне 2022 çултан кая мар тума пикенмеллине те çивĕчлетрĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те 2021 çулта 5 ялта - Ишлĕре, Каншелĕнче, Кĕçĕн Патăрьелĕнче, Тăрăнта, Треньелĕнче - фельдшерпа акушер пункчĕсем, Шăнкăртамра тата Сăкăтра врач амбулаторийĕсем, Хирти Пикшикре, Первомайскинче тата Кзыл-Чишмара сиплев учрежденийĕсене тĕплĕн юсама палăртнă.

Олег Алексеевич сывлăх сыхлавĕнчен пĕлỹ патне тỹрех куçни те савăнтарчĕ. Мĕншĕн тесен çĕршыва çивĕч ăслă çынсем тĕрек кỹреççĕ, аталантараççĕ. Çав тĕллевпе вара çĕршыв, республика ертỹçисем çине тăни куç кĕретех. Çĕнĕ ача сачĕсем, шкулсем çĕкленеççĕ... Сăмах май каласан, 2021 çулта Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул çурчĕ çумĕнче 120 ача вырнаçмалăх хушма здани хута кайĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ тăван чĕлхемĕре аталантарас ыйтăва хускатни, чăваш тĕррине тĕнче шайне кăларас тесе тăрăшни те паллах ырă пулăм.

 Олег Николаев хăйĕн Çырăвĕнче малалла пур сферăна та хак парса малалла аталанмалли çул-йĕре палăртни республика малашне тăнăçлă аталанса пыракан регионсен шутне кĕрес шанчăк çуратать

Газета

Архив материалов

Март 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Все новости

Яндекс.Метрика